Каçал Ен районĕ: корреспондентсен пункчĕ уçăлнă

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Комсомольскинчи ача-пăча библиотекинче районти шкулсенчен ачасем чылаййăн пухăнчĕç. Вĕсем патне хăнана  чăваш ачисемпе çамрăкĕсен «Тантăш» хаçачĕн корреспонденчĕсем килсе çитрĕç. Пухăннисене вĕсем чи малтан асăннă хаçат, «Самант» тата «Тетте» журналсем çинчен каласа пачĕç. Тата тĕрлĕ шкулсенче çамрăк корреспондентсен пункчĕсем уçăлни çинчен пĕлтерчĕç. Кун пек пункт малашне Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта та пулать, унăн номерĕ – 110. Кун пирки тĕл пулăва хутшăннă 10-мĕш класра вĕренекен Безменова Ксюша тата Ульдина Кристина сертификат илме тивĕçрĕç.

Килсе çитнĕ хăнасен çул çÿревĕн тĕп тĕллевĕ вара – «Хаçатран хаçат» проектпа паллаштарасси. Ăнлантарса паратпăр: «Тантăш» хаçат тĕрлĕ районсенчен килекен хыпарсене пуçтарса уйрăм кăларăм хатĕрлет. Калăпăр, кăрлачăн 11-мĕшĕнче тухнă кăларăм пĕтĕмпех Патăрьел районĕнчи хыпарсемпе калăпланнă. Çакăн йышши номере Комсомольски районĕнчи хыпарсемпе те тултарасшăн. Çавна май çак кăларăмăн редакцине те йĕркелерĕç, унта Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта 9-в класра вĕренекен Тимофеева Ирина та кĕме тивĕçлĕ пулчĕ.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен хаçатра пирĕн районтан ярса панă интереслĕ  хыпарсене кĕтеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ темăпа çырнисем пулма пултараççĕ: юратнă вĕрентекен, çывăх тăвансем, çут çанталăк, паллă çынсем, спортри çитĕнÿсем, тĕрлĕ халăх туслăхĕ çинчен тата ытти те.

Паллах, хамăр пирки çырмалли пурах. Ытларах йĕри-таври пурнăçра пулса иртекен çитĕнÿсемпе паллаштарсан аван пулĕччĕ. Хатĕр материалсене фотографисемпе илемлетсен лайăх. Тен, тата кам кроссворд, сканворд е пуçватмăш хатĕрлеме ăста, хитре ÿкерчĕксем тăвать. Вĕсем валли те вырăн тупăнĕ. Ăсласа çитернĕ ĕçе пирĕн шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене кăтартмалла. Вĕсем йăнăшĕсене те тÿрлетĕç, «Тантăш» хаçата ярса пама та пулăшĕç.Ÿркенмесĕр ĕçлĕр, хăвăр пултарулăха кăтартса пама ан вăтанăр! Ăнăçу сире!

 



20 февраля 2013
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter