Вăрнар районĕ: аталану ыйтăвĕсем – тĕп вырăнта

Депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 28-мĕш ларăвĕ иртнĕ эрне кун савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулма тивĕçнĕ районти чи пултаруллă çамрăксене сертификатсем пачĕ. Творчествăри ăнтăлушăн хавхалантаракан çак стипендие кăçал спортра пысăк çитĕнÿсем кăтартнă тата вĕренÿре палăрнă, тĕрлĕ сферăра ĕçлесе предприяти-учреждени аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă 17 çамрăк илсе тăрĕ.

Лару кун йĕркине чылай ыйту кĕртнĕ, анчах вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем район пуçлăхĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕлтĕрхи ĕçе-хĕле пĕтĕмлетекен отчетлă доклачĕсем пулчĕç.

Район пуçлăхĕ Александр Иванов депутатсене, ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсене, предприяти-организаци ертÿçисене, тĕпрен илсен, депутатсен районти Пухăвĕн иртнĕ çулхи ĕçĕпе паллаштарчĕ. Пухăвăн 11 ларăвĕнче депутатсен корпусĕ сахал мар çивĕч ыйту сÿтсе явса йышăну кăларнă, район бюджетне тултарассине тата тăкаксене, муниципаллă пурлăхпа усă курассине йĕркелесе пынă, район çыннисен пурнăç шайне ÿстерессипе тата социаллă чи хÿтлĕхсĕр граждансене пулăшупа тивĕçтерес ыйтусене татса панă т. ыт. те. Федераллă саккунсем улшăннине кура, Вăрнар районĕн тĕп документне – Уставне – çулталăк хушшинче икĕ хутчен хушусем кĕртме тивнĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх структуринче тулаш тĕрĕслев органĕ – Тĕрĕслевпе счет органĕ – туса хунă, унăн ĕç-хĕлне йĕркелекен право акчĕсене йышăннă ĕнтĕ. Кăçал Пуху умĕнче ку органăн председательне лартас, ĕç укçи фондне çирĕплетес задача тăрать.

Октябрьти ларура депутатсен корпусĕ Уравăшпа Утар ялĕсене Санарпуç ял поселенине куçарас пуçарăва сÿтсе явса хăйсен шухăшне çирĕп каларĕ. Пуçарăва пурнăçа кĕртни пысăк тăкаксемпе çыхăннине тата усăсăр пулнине кура сасăлав ирттерме хирĕçле йышăну кăларчĕ.

Депутатсен пухăвĕн тĕп задачисен йышĕнче – бюджет политикине тĕрĕс тытса пырасси. 2012 çулта бюджета улшăнусем кĕртни çинчен çичĕ йышăну пулнă. Сăлтавĕсем – федераци тата республика бюджетĕнчен тавăрса памалла мар субсидисем куçарни, район бюджетне кĕнĕ хушма тупăша уйăрни. Муниципаллă район бюджечĕ, сăмах май, пĕлтĕр харпăр хăй тупăшĕ енĕпе 125411, 6 пин тенкĕ тулнă (планпа пăхнинчен 106, 3:). Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем хывакан налук тÿлевĕсем район бюджетне 18,3 процент ытларах (41,4 млн тенкĕ) пырса кĕнĕ. Анчах çав вăхăтрах тепĕр ыйту кунсерен çивĕчленсе пырать: Пенси фондне хывакан страхлав тÿлевĕсен виçи ÿснĕрен кĕçĕн предпринимательлĕх субъекчĕсем регистрацирен нумайăн тухаççĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе предпринимательсен шучĕ 100 çын чакнă, 607 юлнă. Енчен те лару-тăру малашне те япăхланса пырсан район бюджетне пухăнакан тупăш татах та пĕчĕкленет.

Социаллă сферăна илес-тĕк, район пуçлăхĕ пĕлтĕр бюджет тытăмĕнче тимлекенсен ĕç укçине ÿстерессипе, ирĕклĕ пушар хуралĕн ĕçне хавхалантарассипе, вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене, сусăр çынсене, ватăсене пулăшу парассипе çыхăннă йышăнусем кăларнине асăнчĕ.

Депутатсен корпусĕ, халăх шухăшĕпе пĕр пулса, район тĕп больницин ача-пăча уйрăмне хупассине хирĕçлесе çирĕп позици йышăнчĕ. Пĕрлехи вăйпа ку ыйтăва лайăх енне татса пама май килнĕ. Декабрĕн 21-мĕшĕнче районта ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов хутшăннипе ирттернĕ ятарлă комисси ларăвĕнче Вăрнарти ача-пăча уйрăмне сыхласа хăварма майсем тупма йышăннă.

Депутатсен районти Пухăвĕ умĕнчи кăçалхи тĕп задачăсем шутне А.Иванов табак изделийĕсемпе усă курассине тата алкоголизм шайне чакарас тĕллевлĕ программăсене хатĕрлесе çирĕплетессине кĕртрĕ.

Районăн социаллă экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пурнăçланă ĕç çинчен мар, пĕлтĕр татса парайман, ку çула çивĕччĕн куçакан ыйтусене ытларах хускатрĕ. Район федераллă тата республика программисене хутшăнса хăй енчен тÿпе хывать. Кунсăр пуçне бюджет ĕçченĕсен ĕç укçийĕсене, саккунпа килĕшÿллĕн, хăпартма тата ытти енĕпе тăкаксем ÿснĕ. Çав вăхăтрах бюджета тÿлевсем хывакан предпринимательсен йышĕ самаях чакнă. Çак тата ытти сăлтавсемпе çулталăк тăршшĕпех бюджет тытăмне улшăнусем кĕртнĕ.

Промышленноç производстви яланхиллех экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕ тесен те йăнăш мар. 2012 çулта вырăнта туса кăларса ăсатнă продукци тата тивĕçтерÿсен калăпăшĕ 120,6 процентпа танлашнă. Чи пысăк ÿсĕм Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче (148,1:), Калинино райповĕнче (120:), Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче (118,8:). Çулталăк пуçламăшĕнче «Чувашкабельмет» общество пăхăр кабель тата электротехника пралукĕ туса кăлармалли çĕнĕ производство линине хута янă. Тавар продукцийĕн калăпăшĕ çулталăкра 1,8 пин тоннăпа танлашнă, унăн пахалăхĕ лайăх хаклава тивĕçнĕ.

Унчченхи çулсенчи пекех çамрăк кадрсем яла таврăнас теменни (уйрăмах ял хуçалăхне, вĕрентÿпе сывлăх сыхлавне) ура хурса пырать. Шкулсенчен вĕренсе тухакансем пурте тенĕ пекех аслă шкулсене талпăнса ахаль те ĕç рынокĕнче кирлĕ мар (анчах «престижлă») специальноçсене илме васкаççĕ. Ĕç профессийĕсене алла илекенсем вара шутлă кăна. Пурте юристсемпе экономистсем тата менеджерсем пулса тăрсан заводсемпе предприятисенче кам ĕçлĕ-ши; «Чылай çамрăк районăн тĕллевлĕ направленийĕпе аслă шкулсене вĕренме кĕрет. Çапах та вĕсенчен хамăр тăрăха таврăнакансем курăнсах каймаççĕ», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парасси кашни ял поселенийĕнчех малалла пырать. Кăçалхи январĕн 17-мĕшĕ тĕлне 68 çемьене тивĕçтернĕ: кама хушма хуçалăх тытма, кама çурт-йĕр лартма, теприсене дача строительстви валли. Анчах Вăрнартах акă ку çĕрсем çинче хăть мĕнле те пулин хуралтă «ÿссе ларни» курăнмасть, çум курăк ашкăрса тавралăха илемсĕрлетет кăна.

Л.Николаев поселока плотинаран шыв парса тăрас ыйту та паянхи куна уçă юлнине палăртрĕ. Шыва тасатмалли станци тата водовод усă курма хатĕр ĕнтĕ, анчах ĕçлесе çитермен самантсем пурпĕрех пур. Тасатмалли блока вĕçлемелле, электролиние хута ямалла, плотинана шыв илсе тăмалли объект статусне куçармалла (ку чи пĕлтерĕшли) – çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусем уçăмлансан кăна объекта усă курасси çинчен калаçма тивет. Кăткăс самантсем кăçал татăлас шанăç пур.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хăйĕн отчетĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, вĕрентÿпе культура, сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсене те тимлĕх уйăрчĕ, демографи лару-тăрăвĕ чылай поселенире кăткăссине палăртрĕ.



20 февраля 2013
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter