Тавралăха сыхламалли çулта – пысăк ĕçсем

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2013 çула Тавралăха сыхламалли çул тесе пĕлтернĕ. Çавна май район территорийĕнче тĕрлĕ экологи мероприятийĕсене ирттерме планланă.

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн актсен залĕнче Тавралăха сыхламалли çула савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Администраци фойинче «Экология глазами детей» ятпа ачасен ÿкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов уçнă. Вăл пухăннисене Тавралăха сыхламалли çула уçнă ятпа ăшшăн саламланă. Александр Николаевич хăйĕн сăмахĕнче Элĕк Ен ял хуçалăх районĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса шутланать пулин те, тавралăха сыхлассипе, тасалăх, тирпей-илем, симĕслетес енĕпе ĕçсем сахал мар пулнине палăртнă. Тавралăх мĕнлинчен пирĕн сывлăх, таса экологири наци сывлăхĕ те килни çинчен каланă.

Мероприятие шкул ачисем, биологипе географие вĕрентекенсем, директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсен чи лайăх обществăлла экологи пĕрлешĕвĕсем – «Питĕшкассинчи вăтам шкулти «Çамрăк эколог» (ертÿçи Т.И.Сергеева), Элĕкри вăтам шкулти «Çамрăк геолог» (ертÿçи Л.И.Петрикова) обществăсен членĕсем хутшăннă.

Районти экологи çинчен район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Э.Андреев каласа панă. Ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн директорĕ Е. Иванова кăçалхи пĕтĕм мероприятисене Тавралăха сыхламалли куна халалласси çинчен каланă, çавăн пекех кăçалхи тĕп мероприятисемпе паллаштарнă.

Мероприятие хутшăннисем Питĕшкасси шкулĕнчи экологсем тата Элĕк шкулĕнчи геологсем тухса калаçнине интересленсе итленĕ. Çамрăк, активлă, ăслă, темиçе хутчен республикăри, Пĕтĕм Раççейри экологи слечĕсемпе акцийĕсене хутшăнса мала тухнисен сăмахĕсене итленĕ май, экологи проблемисене татса парасси хамăр алăра пулнине палăртнă. Мероприятие хутшăннисем РФ Президенчĕн «Раççей Федерацийĕнче Тавралăха сыхламалли çулталăк ирттересси çинчен» Указне пурнăçлассипе ĕçлеме шантарнă. (Элĕк районĕ)



21 февраля 2013
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter