Элĕк районĕ: чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраççĕ

Ал ĕçĕсен декоративлă искусстви кирек хăш наци культурин те тĕп никĕсĕ шутланать. Вăлах художествăлла пултарулăхăн ытти енĕсем патне çул хываканĕ.

Элĕк районĕнче ал ĕç ăстисене, декоративлă искусствăна аталантарас тĕллевпе ĕçлесе пыратпăр. Халĕ вырăнти йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртесси, пуçарса ярасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен ăстасене тата ал ĕçĕсен декоративлă искусствипе кăсăкланакансене тупса палăртас, пулăшу кÿрес тĕллевпе хăш-пĕр ĕçсене тунă та ĕнтĕ.

Районта, ял тăрăхĕсенчи халăх йышлă пухăнса иртекен уявсенче, «Акатуйпа» «Çăварнире» ал ĕç ăстисен куравĕсене йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Юлашки çулсенче ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ, информаципе методика центрĕ, вырăнсенчи культура ĕçченĕсем халăх ăс-хакăлне пуянлатас, авалхи йăласене çĕнĕрен пуçарса ярас, ал ĕçĕпе тимлекенсен йышне ÿстерес тĕллевпе сахал мар ĕçлеççĕ. Тĕрĕ тĕрлекенсем, пир тĕртекенсем, йывăçран тĕрлĕ япала касса хатĕрлекенсем, карçынкка-лăпă çыхакансем йышлă. Çавăн пекех музыка инструменчĕсем хатĕрлекенсем те, сĕтел-пукан маçтăрĕсем те, тимĕрçĕсем те, йывăç çине çунтарса ÿкерчĕк тăвакансем те пур. Пĕтĕмпе районта 60 ăстана шута илнĕ. Информаципе методика центрĕнче ал ĕçĕсен декоративлă искусствипе ĕçлекен ăстасем çинчен ятарлă картотека хатĕрленĕ. Ăна çĕнетсе, унта улшăнусем кĕртсех тăратпăр.

Районти культура ĕçченĕсем хăйсен ĕç-хĕлне йĕркеленĕ чухне маçтăрсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Ăстасене ал ĕçĕпе аппаланма юратакансен пĕрлĕхне пĕрлештереççĕ. Элĕк районĕнче музыка инструменчĕсене хатĕрлекен виçĕ «ылтăн алă» пурăнать. П.Н.Николаев, Н.Г.Герасимов, Г.Иванов авалхи йăлана çĕнĕрен пуçарса ярассипе сахал мар ĕçлеççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ япаласемпе аякри хуласенче пурăнакан чăвашсен фольклор ушкăнĕсем те усă кураççĕ. Кашни ялăн хăйĕн йăли-йĕрки, хăйĕн ăстисем. Аслисен ĕç-хĕлне малалла тăсас тĕллевлĕ каччăсемпе хĕрсем те çук мар. Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче пĕр вĕçĕмех ал ĕçĕсен куравĕ ĕçлет, унта маçтăрсен тĕрлĕ художествăлла пултарулăхĕпе паллашма пулать.

Элĕк салинче виçĕ суту-илÿ çуртĕнче ал ăстисен ĕçĕсене сутассине йĕркеленĕ.

Палăртнă задачăсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе вĕренÿпе методика консультацийĕ ирттертĕмĕр. Ку енĕпе ятарлă смотр-стажировка йĕркеленĕ.

Лилия Никифорова, район администрацийĕн культура пайĕн специалисчĕ.

 



21 февраля 2013
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter