Элĕк районĕ: ялти çамрăксем тăрăшуллă

Ялта тĕпленнĕ, унтах ĕçлесе пурăнакан çамрăкшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни – пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕнче ăна кăçал икĕ çамрăк илсе тăрĕç. Олег Юрьевич Михайлов вырăнти çамрăксен канашĕн председателĕ. Яшсемпе хĕрсен канăвĕшĕн яваплă. Унпа пĕрлех вĕсене тĕрлĕ обществăлла ĕçсене явăçтарать. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче çамрăксемпе ĕçлекен ятарлă специалист çукран, ку тиев Олег çине тиенет. Çамрăк çавăн пекех ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа вĕренме те, хуçалăхра тăрăшма та ĕлкĕрет.

Владимир Борисович Алексеев та Ехремкасси ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Яш обществăлла ĕçсене хаваспах хутшăнать. Çурçĕр электросечĕн Элĕкри станцийĕнче водительте тăрăшать.

А.Андреева



21 февраля 2013
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter