Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕр улми - 2013» регионсем хушшинчи 5-мĕш курава уçнă çĕре хутшăннă

Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче «Çĕр улми-2013» курав уçăлчĕ. Пиллĕкмĕш хут иртекен уява Раççейри 31 регион, 4 çĕр-шыв представителĕсем килсе çитрĕç.

Тĕнче пĕлтерĕшлĕ форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансене ăшшăн саламларĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ.

- Çакнашкал курав питĕ кирлĕ. Çĕр улми ял хуçалăхĕнче чи анлă сарăлнă культура шутланать. Ăна 130 ытла çĕр-шывра çитĕнтереççĕ. Ăстасем унран темĕн тĕрлĕ апат хатĕрлеме пултараççĕ. Паян кунта 210 тĕрлĕ çимĕç илсе килни те çакна çирĕплетет, - терĕ Михаил Васильевич. - Раççей çĕнĕ сортсем кăларассипе çине тăрса ĕçлет. Эпир халĕ вĕсемпе хамăра тивĕçтерме пултаратпăр. Çĕр улмин пĕтĕм калăпăшĕн 50 процентне пысăк хуçалăхсен туса илмелле. Вĕсен ĕç вăйĕ те, энерги перекетлекен тухăçлă техника та пур. Çавна май тавар хăй хаклăхне пĕчĕклетеççĕ. Форума хутшăнакансем производство кăтартăвне çулсерен лайăхлатас тĕллевлĕ. Кунта малта пыракан опытпа паллашма, çĕнĕ пĕлÿпе пуянланма килеççĕ.

2008 çулта Рязань облаçĕнче çĕр улми отрасльне аталантарасси пирки канашлу иртнĕ. «Çакнашкал курав йĕркелес шухăша унта сÿтсе яврăмăр, тепĕр çулхинех Чăваш Енре пурнăçа кĕртрĕмĕр. Унтанпа çулленех Шупашкара пухăнатпăр, çивĕч пĕтĕм ыйтăва татса пама тăрăшатпăр», - терĕ Раççей ял хуçалăх академийĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕ Евгений Симаков.

Михаил Васильевич, хăнасем курав экспозицийĕпе паллашрĕç, кашни павильон умĕнче чарăнса «иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕç. Республика Пуçлăхĕ çĕр улмирен кĕрекен тупăш кашни гектар çине куçарса шутласан ытти культурăран пысăкраххине, çавăнпа отрасле çине тăрсах аталантармаллине палăртрĕ. Ыйту нумай. Вĕсене пĕр-пĕр хуçалăх е регион хăй тĕллĕн çеç татса параймĕ. Çавăнпа пĕр-пĕринпе канашлама республика тĕп хулине Раççейри регионсенчен çеç мар, урăх çĕр-шывсенчен те паллă ăсчахсем, специалистсем çулсерен пуçтарăнаççĕ.

Конференц-залра «Çĕр улмин ку чухнехи индустрине инноваци çул-йĕрĕпе аталантарассин лару-тăрăвĕ тата малашлăхĕ» темăпа ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Малтанах ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов «иккĕмĕш çăкăра» ку чухне тухăçлă çитĕнтерме май пуррине тăван республика тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ. Чăваш Ен территорийĕ пысăк мар, апла пулин те ăна Чул хула облаçĕпе Тутарстанран та ытларах туса илет, федерацин Атăлçи округĕнче Аçтăрхан облаçĕ хыççăн - иккĕмĕш, Раççейри регионсен хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăнать. Пĕлтĕр республикăри чылай хуçалăхăн вăтам тухăçĕ - 300 ытла, уйрăм лаптăксенче 500 ытла центнертан иртнĕ. Кашниех шăвармалли техникăпа лайăх усă курсан тухăçа ÿстерме, çуллен пĕр миллион тонна çĕр улми туса илме май пур.

Делегатсем ăсталăх класĕсемпе «çавра сĕтелсене» хутшăнчĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Курав паян малалла ĕçлет. Палăртнă мероприятисемпе пĕрле агрономсем валли олимпиада иртет. (В. Григорьев)

  Тĕплĕнрех



21 февраля 2013
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter