Ачалăхшăн Ырă тума васкăр

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче виçĕм кун Раççей ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕ 25 çул тултарнине чаплă лару-тăрура уявларĕç. Ăна 17 çул ертсе пыракан хастар, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ Юрий Кислов хăнасене общество организацийĕн чĕрĕк ĕмĕр хушшинчи аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Фонд чăннипех пархатарлă та сумлă тивĕçе пурнăçлать: çак тапхăрта вăл çĕр-çĕр хевтесĕре, тăлăха, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă шăпăрлана, йывăр чирпе нушаланакан çул çитмен çамрăка ураланма пулăшнă, уйрăмах пултаруллă ачасене ĕмĕчĕсенчи тĕллевĕсене çĕнсе илмешкĕн май туса панă.

Тĕрĕссипе, «Ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн» ăнтăлупа пурăнакан хастарсен чун хавалĕпе тытăнса тăракан фондăн пурне те хăй хÿттине илмешкĕн хевте çитес çук-ха паллах. Анчах вăл хĕмлентерни-хавхалантарнипе несĕлĕмĕрсен ламран лама куçакан ниме мелĕпе Чăваш хутлăхĕн ырă çыннисене кар тăратса, тенкĕ çумне тенкĕ хуштарса çамрăк ентешĕмĕрсен йывăр шăпине çăмăллатма май тупать - фонд йĕркеленĕ тĕрлĕ акцие çуллен пин-пин çын, вун-вун организаци хутшăнать, ыр кăмăллăха хăйсен тÿпине хывать. Çулленех иртеççĕ унашкал мероприятисем. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, унăн пухмачĕ 7 млн тенкĕлĕх пуянланнă.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пуçланасса çынсем кĕтеççĕ. Ăна уçасси пирки пĕлтеричченех укçа куçарса пани çинчен паян банкран хыпарларĕç, - терĕ Юрий Михайлович. - Вăрнар районĕнчи Аçăм Çырма ялĕнче пурăнакан Галина Андреева фонд счетне 5 пин тенкĕлĕх пуянлатнă та иккен».

Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хутшăнчĕ, общество организацийĕ 25 çул тултарнă ятпа ăна аталантармашкăн тÿрремĕнех хутшăннă ветерансене, çак юхăма халĕ хастар тытса пыракансене тав турĕ. Ачасен ирĕкне хÿтĕлес енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн асăннă фондăн регионти уйрăмне Тав çырăвĕпе, Юрий Кислова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысланă хыççăн Михаил Игнатьев Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ уçăлнине пĕлтерчĕ. Асăннă мероприяти кăçал вун çиччĕмĕш хут иртет. Ентешĕмĕрсем унта хăйсен тÿпине хывасси иккĕлентермест. Акă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова сиплевçĕсемпе социаллă тытăм ĕçченĕсем вăраха ямасăр хăйсен пĕр кунхи шалăвне ыр кăмăллăх акцийĕн счечĕ çине куçарасса шантарчĕ.

Сăмах май, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона ирттерес енĕпе ĕçлекен комитетăн çум председателĕсем пулмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумне Алăна Аршиновăна шаннă.

Ырăлăх - ыттисене телейлĕрех тумашкăн ăнтăлни. Савăнăç парнелекенсем çакна чун хушнипе тăваççĕ. Пулас ăрăва пулăшмашкăн хатĕррисем йышлă пирĕн хушăра. Вĕсен йышĕнче «ТУС» строительство компанийĕ. Çулленех вăл çамрăк ăру кун-çулĕпе çыхăннă ыйтусене татса памашкăн укçапа пулăшать. Ахальтен мар-тăр ертÿçи, Николай Угаслов, уяв каçĕнче ача-пăча фончĕн аслă тусĕсем валли пилĕк çул каялла çирĕплетнĕ «Ачалăх меценачĕ» медале тивĕçрĕ. Сăмах май, ку наградăпа халĕччен 11 çынна чысланă.

Николай Федорович строительство компанийĕ ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне çак эрнерех 100 пин тенкĕ куçарасси пирки пĕлтерчĕ.

Республикăн «Пултаруллă ачасем» программипе килĕшÿллĕн хушма вĕренĕвĕн учрежденийĕсенче, спорт тата ÿнер шкулĕсенче ăсталăха ÿстерекенсем - çитĕнÿпе савăнтармашкăн шанăç паракансем 25 çулхи тапхăрта 167-ĕн фонд стипендиачĕсем пулнă. Савăнăçлă лару-тăру уçăлас умĕн те хăнасем, авă, Мария Альдемасовăн пултарулăх керменĕн фойинче вырнаçтарнă ÿкерчĕкĕсемпе паллашса вĕсене тивĕçлипе хаклама пултарчĕç. Кăçал хĕр ача хăй пекех маттур та мал ĕмĕтлĕ тепĕр çичĕ çамрăкпа пĕрле фонд стипедине тивĕçрĕ.

Сăвап туни сăваппа таврăнать. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, эсир те ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн ырă тума васкăр.

 Валентина СМИРНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 февраля 2013
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter