Тирпейлесе вырнаçтарни усламлăрах

Паян Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕн территорийĕнче регионсен хушшинчи икĕ куна пыракан V отрасль куравĕ уçăлать. Унта çĕр-шывăн 31 регионĕнчен, чикĕ леш енчен  те предприятисем хутшăнаççĕ.

Тăван республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ кунашкал курав пиллĕкмĕш хут иртнине Чăваш Ен Раççейре çĕр улми чи нумай çитĕнтерекенсенчен пĕри пулнипе сăлтавламалла. Вăл пĕлтĕр ăна 900 пин тонна туса илсе федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Пĕлтĕр республикăра пухса кĕртнĕ çĕр улмин калăпăшĕ нихçанхинчен пысăкрах пулни çинчен ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов канашлусенче час-часах асăнать. Çак çитĕнÿре çĕр улми çитĕнтерекенсен Чăваш Республикинчи ассоциацийĕн тÿпи те пур. Унăн правленийĕн председателĕпе, отраслĕн ăста специалисчĕпе Александр Капитоновпа курав умĕн тĕл пулса калаçрăмăр.

«Çĕр улмине мухтав» агрофирмăн тĕп лаптăкĕ Комсомольски районĕнче вырнаçнă. Юлашки çулсенче унăн чикки сарăлсах пырать: çывăхри районсенче «Çĕр улмине мухтав - Канаш», «Çĕр улмине мухтав - Елчĕк» агрофирма» тулли мар яваплă обществăсем йĕркеленнĕ.

- Александр Петрович, отрасль аталанăвĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

- Çĕр улми йывăр вăхăтра çăкăра улăштарнăран, выçлăх çулсенче халăха вилĕмрен çăлнăран «иккĕмĕш çăкăр» ята илтме чăнласах тивĕçлĕ. Вăл - тĕп апат шутĕнче. Унран вун-вун тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеме пулать.

Раççей отрасле аталантарма пысăк тимлĕх уйăрать, çĕр улми туса илес калăпăшпа тĕнчере Китай хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. Пысăк пайне уйрăм çын хуçалăхĕсенче çитĕнтереççĕ. Чăваш Енре вăл 70 процентпа танлашать. Тавар туса илекенсем юлашки çулсенче Европа технологийĕ çине куçни пĕлтерĕшлĕ. Çакă тухăçа ÿстерме пулăшать. Лаптăксене çулсерен пысăклатма, отрасле хисепе кĕртме республикăра Уй кунĕсем ирттерни витĕм кÿрет.

- Хăвăрăн кулленхи ĕçре йывăрлăхсене туятăр-и? Хуçалăх ертÿçисене мĕн сĕнетĕр?

- Чи малтанах тупăшлă вырнаçтарас ыйту шухăша ярать. «Иккĕмĕш çăкăра» тĕш тырă пек темиçе çул упрама май çук. Чылай хуçалăх управсем çукран ăна ана çинченех ăсатать. Нÿхреп-путвал таврашлисем юлнине хĕл каçарма хураççĕ, çуркуннечченех пĕчĕккĕн сутаççĕ.

Лайăх вăрлăх ыйтăвĕ те кăсăклантарать. Ку енĕпе çĕр-шыври селекционерсем çине тăрсах ĕçлеççĕ. Суту-илĕве вун-вун сортлă вăрлăх тухать. Хуçалăхсем чи пахине суйласа туянма тăрăшаççĕ, вырăнта лартса тĕрĕслеççĕ.

Тепĕр çитменлĕх - вырăнта тирпейлесе услам ытларах илме пĕлменни. АПШра тухăçăн 70 процентне тирпейлеççĕ. Эпир - 7% кăна, юлса пыратпăр. Ку енĕпе тăван республика та мухтанаймасть. Тавара Мускава, ытти региона çаплипех ăсататпăр, хушма кĕмĕл ĕçлесе илейместпĕр.

Общество апатланăвĕнче ку чухне шăнтнă çимĕçе ытларах хисеплеме тытăнчĕç. Вăл пăсăлмасть, усă курма та меллĕ. Çĕр улмине чĕрĕлле сутни мар, тирпейлесе вырнаçтарни усламлăрах.

- Çулла - çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушнă тенĕрен...

- Питĕ тĕрĕс. 2010 çулхи шăрăха епле манăн? Пĕлтĕр те çанталăк уйăха яхăн вĕри тăчĕ. Çĕр улмине вăхăтра шăвармасан тухăç палăрмаллах чакать. Шăвармалли техника туянасси çинчен паянах шухăшламалла. Хаклă вăл, темиçе миллион тенкĕ тăрать. Апла пулин те унсăрăн май килместех. Хăрама кирлĕ мар, хакĕ часах саплашăнать, кайран тупăш кÿрет çеç.

- Правительствăран мĕнле пулăшу кĕтетĕр?

- Чи малтанах пĕр-пĕрне тĕрĕс ăнланни кирлĕ. Чăваш Енре çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрлессипе Атăлçи центрĕ туса хурасси пирки калаçусем темиçе çул каяллах пуçланнă. Шухăша малалла аталантарма пирĕн правительствăн пулăшмаллах.

Республикăра юлашки çулсенче фермерсем, килти хушма хуçалăхсем тĕллевлĕн ĕçленине палăртмалла. Вĕсене пур енлĕн пулăшассине вăйлатмалла.

- Александр Петрович, Шупашкарта пĕлтерĕшлĕ курав ирттернине епле хаклатăр?

- Вăл - çĕр-шывĕпе те çĕр улмине халалланă пĕртен пĕр форум. Кунта тухăçлă культурăна епле çитĕнтерессипе, малта пыракан опытпа, селекципе паллашасси çеç мар, тавара усламлăрах вырнаçтарас ыйтăва татса пани те. Регионсем, хуçалăхсем пĕр-пĕринпе килĕшÿсем тăвасса шанатăп. Пирĕн чăн-чăн усламçă, купса пулма, çимĕçе тирпейлесе вырнаçтарма вĕренмелле.

 В.ВАЛЕНТИНОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 февраля 2013
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter