Каçал Ен районĕ: уçă алăксен кунĕнче

Асанкасси вăтам шкулне кăçал вунă çамрăк вĕренсе пĕтерет. Экзаменсене ăнăçлă тытса малалла аслă пĕлÿ ăçта илесси халĕ вĕсенчен чылайăшĕшĕн çивĕч ыйту пулса тăрать. Паллах, пулас профессие суйласа илме пĕртте çăмăл мар. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче нарăсăн вун улттăмĕшĕнче Уçă алăксен кунĕ иртессине пĕлсен вун пĕрмĕшсем пурте тенĕ пекех унта кайса курма шут тытрĕç. Чи малтанах аслă шкулăн Культура керменĕнче хăнасене студентсем чаплă концертпа савăнтарчĕç. Каярахпа залра ларакансем умне тухса университет ректорĕ В.Г.Агаков сăмах илчĕ. Пулас абитуриентсене кăсăклантаракан ыйтусем чăннипех те нумай. Çамрăксем пуçлăх хуравĕсенчен чылай информаци илчĕç. Кĕçех хăнасене факультетсем тăрăх саланма ирĕк пачĕç. Курмалли-илтмелли вĕсемшĕн пайтах пулчĕ. Уçă алăксен кунне хутшăнса Асанкассисем Шупашкартан тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Университетра пулса курни çамрăксене тата та тăрăшса вĕренме, аслă пĕлÿ илме хавхалантарĕ.



22 февраля 2013
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter