Патăрьел районĕ: хаçатсен конкурсĕ иртрĕ

Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунне халалласа Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Конкурс йĕрки тăрăх, хаçат А-4 калăппа компьютер варианчĕпе тухмалла. Çак йĕркене пăхăнса конкурса пурĕ çичĕ класс хутшăнчĕ. Редколлеги членĕсем тăрашсах ĕçлерĕç.

Комисси  5, 6, 9а, 10 классен хаçачĕсене чи лайăххисем тесе палăртрĕ.



25 февраля 2013
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter