Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Çулсем çинчи аварисенче инкек тÿснисене медицина пулăшăвĕ кÿрессипе çыхăннă ĕçе тишкернин кăтартăвĕсемпе вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - «трасса» медицинин çĕнĕ модельне ĕçе кĕртни васкавлă медпулăшу бригадисем инкек пулнă вырăна хăвăртрах çитессине тивĕçтерме май панă. Çав вăхăтрах пĕлтĕр аварисен шучĕ виçĕм çулхинчен 14,5% ÿснĕ. Вĕсенче 265 çын вилнĕ, 2,9 пине яхăн çын суранланнă. Республика Пуçлăхĕ водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнассине çирĕпрех тĕрĕслемеллине, видеофиксаци комплексĕсемпе анлăрах усă курмаллине, профилактика ĕçне вăйлатмаллине палăртнă. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов ачасене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене йышăнасси çинчен каласа панă. Çитес вĕренÿ çулĕнче республикăра 1-мĕш класа 13 пин ытла ача каймалла. Территорисене пайăр шкулсем тăрăх пайланă. Пултаруллă ачасемпе ĕçлессине лайăхлатас тĕллевпе гимназисемпе лицейсен 5-мĕш тата 10-мĕш класĕсене ачасен хушма йышне йышăнасси пирки пĕлтернĕ - вĕсен çирĕплетсе панă территорисем çук. Çав вăхăтрах халĕччен çав учрежденисенче пĕлÿ илнĕ 1-4-мĕш классем вĕренĕве унтах малалла тăсĕç. Пуш уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкарта çĕр-шывăн пĕрлештернĕ спорт командисен резервне хатĕрлемелли тытăма лайăхлатас ыйтусемпе Пĕтĕм Раççейри наука-практика конференцийĕ иртет. Спорт министрĕ Сергей Мельников каланă тăрăх - хăнасем çĕр-шывăн 50 ытла регионĕнчен килĕç. Шупашкарта нарăсăн 21-22-мĕшĕсенче иртнĕ «Çĕр улми - 2013» курав пĕтĕмлетĕвĕсемпе ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров паллаштарнă. Унта 5000 çын ытла пырса курнă. Куравра çĕр улмин 160 сорчĕпе, ăна çитĕнтерме усă куракан техникăн 51 единиципе паллаштарнă. Унта хутшăннисен йышĕнче Раççейĕн 31 регионĕн, Беларуç, Казахстан, Германи тата АПШ представителĕсем пулнă. Икĕ кун хушшинче хуçалăхсем вăрлăхлăх 40,5 тата çимелли 2,3 тонна çĕр улми сутнă. Михаил Игнатьев курав йĕркелÿçисене, туянакансене çĕр улмине килне леçсе парассине хăйсем çине илнĕ волонтерсене лайăх ĕçшĕн тав тунă. Хула çыннисем çĕр улми вăрлăхне пурте туянса ĕлкĕрейменнине кура Михаил Васильевич ăна тĕп хулари Николаев урамĕнчи универсаллă ярмăрккара малашне те сутассине йĕркелеме хушнă. Куравра «иккĕмĕш çăкăртан» хатĕрленĕ 200 ытла блюдо пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕсене анлăрах рекламăламаллине палăртнă. ("Хыпар" )



25 февраля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter