Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Хĕвел» компанин генеральнăй директорĕпе Игорь Ахмеровпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Хĕвел» компанин /хĕвел энергетики енĕпе ĕçлекен «Ренова» компанисен ушкăнĕн тата «РОСНАНО» АУОн пĕрлехи предприятийĕн/ генеральнăй директорĕпе Игорь Ахмеровпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Çĕнĕ Шупашкарта çÿхе сийлĕ хĕвел модулĕсем кăларакан предприятие хута ярас ыйтусене сÿтсе явнă. Игорь Ахмеров пĕлтернĕ тăрăх - технологи линине вырнаçтарассине вĕçленĕ, хальхи вăхăтра наладка ĕçĕ пырать. Вăл предприятие пуçласа ĕçлеттерсе пăхмалли куна палăртнă - кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ, тивĕçлĕ техника докуменчĕсем илме çакăн хыççăн тата 2-3 уйăх кирлĕ пулĕ. Предприяти чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлĕ. Продукци сутас тата заводра ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕлĕшпе уйрăммăн калаçнă. Компани кăçал тĕрлĕ квалификациллĕ 125 специалиста ĕçе илесшĕн. Приборсем тăвасси, оптотехника, электротехника, автоматика - çак тата ытти отрасльте специалистсем кирлĕ. Компани çавăн пекех хĕвел генерацийĕн объекчĕсене проектлама, монтаж тума тата пăхса тăма вĕрентес енĕпе специалистсем хатĕрлесшĕн. 2020 çул тĕлне 610 Мвт хăват чухлĕ хĕвел электростанцийĕсен строительствин проекчĕсене пурнăçлани хĕвел электростанцийĕсем тума палăртнă регионсенче çĕнĕрен 3800 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ. Çавăн пекех хутăш отрасльсенче, чи малтанах хĕвел модулĕсем кăларма кирлĕ чĕр таварпа материалсен, хĕвел генерацийĕн объекчĕсен ытти компоненчĕн производствинче 10000 яхăн ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Проект валли уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 20,1 млрд тенкĕпе танлашать. «Хĕвел» ОООн устав капиталĕнче РОСНАНО пайĕ - 49%, «Ренова» компанисен ушкăнĕн - 51%. (Т.Сидоров)



25 февраля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter