Ура çинче çирĕп тăраççĕ

Вутланти Анатолий Егорович Егоровпа унăн мăшăрĕ Нина Варламовна çур ĕмĕр пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем 1963 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Мăшăрсем çурт çĕкленĕ, тăватă ачана воспитани панă.

Анатолий Егорович Вутланти культура çуртĕнче директорта нумай çул ĕçленĕ. Вăл художник, скульптор. Вутлан ялĕнче вăрçăра вилнисене асăнса палăк тунă. Егоровсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ. Кил хуçи арçынĕ кашни кун çуран çÿрет,сивĕ шывпа çăвăнать. Эрех ĕçмест, пирус туртмасть.

Егоровсем ура çинче çирĕп тăраççĕ, кашни ачи çемьеллĕ. Ĕçлеме юратаççĕ, тĕрлĕ ыйтăва пĕрле татса параççĕ. (Элĕк районĕ)

 



26 февраля 2013
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter