Элĕк районĕ: халăхпа курнăçнă

Районта Информаци кунĕ иртнĕ. Информаци ушкăнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» ятпа янă Çырăвĕпе паллаштарнă.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Питĕшкасси ял тăрăхĕнче пулнă. Кунти вăтам шкулта ĕç коллективĕпе тата халăхпа тĕл пулу иртнĕ.

Николай Петрович Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче республика пурнăçне пур енлĕ анализ туни, 2013 çулта мĕнле приоритетлă задачăсем палăртни çинчен каланă. 2012 çул Чăваш Еншĕн япăх мар иртнĕ, экономика аталанăвĕнче лайăх динамика сыхланса юлнă. Çырура граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, пĕчĕк предпринимательствăна, АПК-на пулăшасси, бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине хăпартасси, халăха социаллă пулăшу парассине лайăхлатасси, экологи хăрушсăрлăхне вăйлатасси тата ытти ыйтусем çинчен те каланă. Республикăра тĕрлĕрен тĕллевлĕ программăсем ĕçлеççĕ, инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ, промышленноçпа ял хуçалăх предприятийĕсем модернизациленеççĕ. Чăваш Ен хальхи наука тата техника çитĕнĕвĕсене производствăна хăвăртрах кĕртессишĕн тăрăшать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Çырура обществăн пурнăçĕнчи мĕн пур сфера çинчен каланине палăртнă. Унта республикăри лару-тăрăва объективлă хак панă, аталану приоритечĕ, малашнехи тĕллевсемпе задачăсем çинчен уçăмлăн каланă. Александр Николаевич ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă аталантарасси, тирпей-илем кÿресси, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парасси çинче те чарăнса тăнă.

Информаци ушкăнĕн членĕсем пухăннисен ыйтăвĕсем çине те хуравланă.



26 февраля 2013
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter