Элĕк районĕ: «Уçă урок» - тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи пĕрремĕш фестиваль

 Нарăсăн 21–22-мĕш кунĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Республика шайĕнче ирттернĕ «Уçă урок» пĕрремĕш фестивалĕ хăй ĕçне пĕтерчĕ. Фестивале чăваш шкулĕнчен 55 учитель  тата вырăс шкулĕнчен 43 учитель хутшăнчĕ. Хăйсен материалне Тутар Республикинчен 6, Муркаш районĕнчен, Тăвай тата Вăрмар районĕсенчен 7-шер, Тăвай районĕнчен 6, Вăрнарпа Красноармейски районĕсенчен 3-шер, Елчĕк районĕнчен 5,  Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри тата Йĕпреç районĕсенчен 2-шер,  Патăрьел, Çĕмĕрле тата Комсомольски районĕсенчен 1-ер çын пулчĕ. Хула шкулĕсенчен Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкартан 15-шер, Çĕмĕрле хулинчен 7, Канашран 2, Куславккапа Патăрьелĕнчен 2-шер, Пăрачкавран 1 учитель  ярса пачĕ. Ĕçсене комисси тимлĕ пăхса тухрĕ. Комиссире кафедра ĕçченĕсем тата шкул учителĕсем пулчĕç. Фестивале салам сăмахĕпе институт ректорĕ Е.В. Казакова уçрĕ, учительсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн вĕсенчен кашни  ответлă пулнине туйса тата тимлĕрех ĕçлеме хавхалантарчĕ, фестивальте ăнăçу сунчĕ. Икĕ кун хушшинче пурĕ 66 учитель тухса калаçрĕ, харпăр хăй опычĕпе паллаштарчĕ, ĕçтешĕсен урокĕсене сÿтсе яврĕ. Сÿтсе явăва хутшăннисем фестиваль кашниншĕнех усăллă пулнине палăртрĕç. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат пачĕç.

Элĕк районĕнчен Фестивале 4 учитель хутшăнчĕ:

- Леонтьева Марина Михайловна (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк вăтам шкулĕ),

- Петрова Алина Геннадьевна (Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ),

- Нестерова Вера Петровна ( Юнтапа вăтам шкулĕ),

- Никитина Любовь Ивановна (Тени вăтам шкулĕ).

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Республика шайĕнче ирттернĕ «Уçă урок» пĕрремĕш фестивалĕн çĕнтерÿçисен ятне  М.М. Леонтьева тата А.Г.Петрова илме тивĕç пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем фестиваль дипломне тивĕçрĕç. (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк вăтам шкул учителě Марина Михайловна Леонтьева)



27 февраля 2013
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter