Каçал ен районĕ: спорт туслăха çирĕплетет

Çак кунсенче Комсомольски райпотребсоюзĕн парнисене çĕнсе илессишĕн «Кĕтне» ФСК стадионĕнче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. 55—59 çулхисенчен чи пултаруллисем В.Ф.Волковпа Г.Е. Ефремов пулчĕç. 60—64 çулхисем хушшинче те тупăшу хĕрÿ пулчĕ. Çак ушкăнра В.В.Скворцов — пĕрремĕш, Н.Г.Дерягин — иккĕмĕш, Ю.В.Скворцов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Н.И.Васильевпа А.Ф.Волков 65—69 çулхисем хушшинче финиша малтан çитрĕç. Е.И.Карпеев йĕлтĕрçĕн тăрăшулăхне палăртмалла. А.М.Горбунов, Е.В.Смирнов тата Ю.М.Зубарев (70—74 çултисем) хăйсен ÿсĕмрисенчен дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç. 75 çултисенчен В.И.Пундяков палăрчĕ. Хĕрарăмсенчен Г.В.Алексеева, Ф.И.Токарева тата Л.К.Кокшина малти вырăнсене йышăнчĕç.



27 февраля 2013
11:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter