Етĕрне районĕ: Надежда Серебрякова ― «Уçă урок» фестиваль çĕнтерÿçи

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Республика шайĕнче ирттернĕ «Уçă урок» пĕрремĕш фестивале хутшăнса Палтайри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Серебрякова çĕнтерÿçĕ ятпа таврăнчĕ. Ку фестиваль кăçал пĕрремĕш хут иртрĕ пулин те, методикăри ăсталăха кăтартас текенсен йышĕ 55 çынран та иртрĕ. Пирĕн районтан ку фестивале иккĕн хутшанчĕç: Палтай вăтам шкулĕнчи Надежда Серебрякова тата Чирĕккасси вăтам шкулĕнчи Марина Токарева.  Фестивальте педагогикăри тата методикăри çĕнĕ меслетсемпе усă курса çырса хатĕрленĕ урока методика тата педагогика енчен тишкерсе хак памалла пулнă. Надежда Валериановна фестивальте „Искей Пайтулĕ – паттăр кĕрешÿçĕ-юрăçă” ĕçе хÿтĕлесе çĕнтерчĕ. Саламлатпăр!



27 февраля 2013
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter