Каçал ен районĕ: çĕнĕ çĕрте çĕнĕ ăнăçусем сунчĕç

Паянхи этем пурнăç уттинчен пĕртте юласшăн мар — капмар пÿрт-çуртне хăтлăх кĕртме, йăлари техникăпа усă курма, аван автомобильпе çÿреме ĕмĕтленет. Кĕмĕлĕ çитмесен чылайăшĕ банкран е кредит кооперативĕнчен кивçен укçа-тенкĕ илсе ĕмĕтне пурнăçлатех. Пурлăха туяннипе кăна мар-çке, инкек-синкекрен упрасси çинчен те шутламалла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Чăваш Енре «Чувашия-Поддержка» страхлакан компани никĕсленнĕ, унăн Комсомольски районĕнчи представителлĕхĕ те уçăлнă. Çак тапхăрта унта районта пурăнакансен пысăк пайĕ хăйсен пурнăçне, пурлăхне страхлама пуçланă. Комсомольски районĕнче ял çыннисене кредит парас енĕпе халь темиçе кооператив та тăрăшать. Вĕсен хушшинче «Комсомольск-Согласие» те ырă ят çĕнсе илнĕ. Çак икĕ организаци пĕрле аталанса пыраççĕ. Вĕсене Алмазия Минибаева ертсе пырать. Маларах вĕсем ĕç пÿлĕмĕсене тĕрлĕ çĕрте тара илсе пурăнчĕç. Кăçалтан вара Кабалин микрорайонĕнчи 9-мĕш çуртра тĕпленчĕç, вĕсен хăйсен офисĕ хута кайрĕ. Кунта чăнах аслă та хăтлă, сотрудниксене ĕçлеме, клиентсене килсен-тусан кĕрсе тухма условисем питĕ аван. Ĕç пÿлĕмĕсемсĕр пуçне кану вырăнĕ те, санузел та пур.

Çĕнĕ çĕре куçнă ятпа Комсомольскинчи представителлĕхре ĕçлекенсене саламлама «Чувашия-Поддержка» ПСК директорĕ Зинаида Воробьева, район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, кÿршĕллĕ районсенчи ĕçтешĕсем тата ыттисем пухăнчĕç. Компание аталанса чечекленме, кашни клиента хаклама сунчĕç хăнасем.



27 февраля 2013
11:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter