Пĕтĕмлетÿ тата малашлăх çул-йĕрĕ

Çак кунсенче ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта 2012 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Аса илтерер: ку ведомство 2012 çулта çу уйăхĕн вĕçĕнче йĕркеленнĕ. Валентина Андреева министр каланă тăрăх - çĕнĕ министерство йĕркелÿ тапхăрĕн йывăрлăхĕсенчен чылайăшне чăтса ирттернĕ ĕнтĕ, ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне тата стратеги тĕллевĕсене палăртнă. «Тĕп тĕллевсен шутĕнче - чи малтанах патшалăх пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе кÿресси, ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмне йĕркелесси, универсал электрон карттăна хута ярасси, МИХсен çыхăнăвне тĕрĕслесе тăрасси, Интернет инфратытăмне аталантарасси», - терĕ Валентина Владимировна. Министр çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен пĕри - массăллă информаци хатĕрĕсем валли кадрсем хатĕрлесси. Хаçат-журналта, радиопа телекуравра ĕçлекен журналистсен вăтам ÿсĕмĕ паянхи кун 44 çулпа танлашать. Хăш-пĕр редакцире ку кăтарту тата та пысăкрах, тĕслĕхрен, 52 çул. «Малашне те çакăн пекех пулсан МИХсенче ыран кам ĕçлĕ? Çавăнпа та вĕрентÿлĕх /наставничество/ практикипе анлăрах усă курмалла, талантлă çамрăксене тупса вĕсене пултарулăх процесне явăçтармалла», - пĕлтерчĕ Валентина Андреева. /Сăмах май: «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ - 42 çул/.

Массăллă информаци хатĕрĕсем, кĕнеке кăларакан тата полиграфи организацийĕсем пĕлтĕр мĕнле ĕçлени пирки министр çумĕ Любовь Шемарина каласа кăтартрĕ. Хаçат-журнал, радио тата телекурав обществăри хутшăнусене пысăк витĕм кÿреççĕ, халăха çĕнĕ хыпарсемпе, регионра тата çĕр-шывра мĕн пулса иртнипе паллаштараççĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра массăллă информацин 185 хатĕрне регистрациленĕ, вĕсенчен 133-шĕ - пичет кăларăмĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 2012 çулта ирттернĕ ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх - регионра пурăнакансем республика хаçат-журналне центрта тухса тăраканнисемпе танлаштарсан ытларах вулаççĕ /27,3% тата 9,4%/. Халăхăн 40% икĕ çак ушкăнрисене те вулать. Хаçат-журнал тиражĕ чакса пыни - тĕнче шайĕнчи туртăм. Чăваш Енре вара республика тата район /хула/ хаçачĕсемпе журналĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ малтанхи шайрах сыхланса юлнă, хăш-пĕр кăларăмăн ÿснĕ те. Тĕслĕхрен, «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Çамрăксен хаçачĕн» вулав аудиторийĕ 14%, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн 2,3% пысăкланнă. Район хаçачĕсенчен нумайăшĕн çырăнтару тиражĕ ÿсни те савăнтарать. Шел те, хăш-пĕр кăларăм вулакансен пĕр пайне çухатнă.

Массăллă информаци хатĕрĕсене аталанма, журналистсен професси шайне ÿстерме пулăшас тĕллевпе МИХсен социаллă проекчĕсен конкурсне ирттереççĕ. Ăна 2006 çултанпа йĕркелеççĕ. 2012 çулта асăннă конкурса 105 заявка тăратнă /2011 çулта - 98/, 39 проекта - çĕнтерÿçĕсен йышне лекнисене - патшалăх пулăшăвĕ панă. Хаçат-журнал, радио тата телекурав редакцийĕсем Раççей тата тĕнче шайĕнчи конкурссемпе грант проекчĕсене хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр 3 Издательство çурчĕ тата 1 хаçат Раççей шайĕнчи грантсене тивĕçнĕ. 4 томлă «Чăваш энциклопедине» çулсеренех йĕркелекен «Çулталăк кĕнеки» наци конкурсĕн /Мускав/ Дипломĕпе чысланă.

Информаци технологийĕсен тытăмĕн кăтартăвĕсемпе министр çумĕ Алексей Новиков паллаштарчĕ. «Паянхи кун тĕлне телекоммуникацисен, почта çыхăнăвĕн тата информатизаци тытăмĕн аталанăвĕнче пысăк çитĕнÿ тума май килчĕ. Информаци технологийĕсен тата Интернет тытăмĕ пирки те çавнах калама пулать», - терĕ вăл. Раççей гуманитари ăслăлăх фончĕ 2012 çулхи кĕркунне ыйтăм ирттернĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх хальхи вăхăтра республикăри халăхăн 70% компьютер пур: çав шутран 75,5% - хулара, 60,3% - ялта. 66,2% Интернетпа çыхăннă. ЧР Вĕренÿ министерствин кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ: паянхи кун республикăра 6,4 вĕренекене пĕр компьютер тивет /2011 çулта - 8,4 вĕренекене/.

Министерство «электрон правительство» элеменчĕсене йĕркелес енĕпе хастар ĕçлет, унăн тĕп инструменчĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ. Çак портал Раççей влаç органĕсен интернет-ресурсĕсен хушшинчи рейтинг пĕтĕмлетĕвĕпе - уйăхсерен 2-3-мĕш вырăнсенче. 700 ытла сайта пĕрлештерсе тăраканскере кунне 9,5 пин çын «кĕрсе» пăхать. Ку порталпа паллашакансен йышне ÿстерес тĕллевпе пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче «нуль зони» социаллă проекта хута янă. Ăна пула карас телефонĕ урлă cap.ru тата gosuslugi.cap.ru сайтсене тÿлевсĕрех «кĕме» пулать. Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталне кăçал çĕнетесшĕн. 2013 çулта унта «Харпăр хăй кабинечĕ» уйрăм хушăнĕ, унăн пулăшăвĕпе çынсем хăйсен ыйтăвне татса парас ĕç мĕнлерех пынине тĕрĕслеме пултарĕç. Унсăр пуçне çак сайтăн япăх куракансем валли хатĕрленĕ версине ĕçе кĕртĕç.

Министерство çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе кÿресси çине куçас ĕçе, универсал электрон карттăсемпе çыхăннă проекта тĕрĕслесе тăрать. Хальхи вăхăтра патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсен 69 тĕсĕпе электрон мелпе усă курма пулать. Ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăну тытăмĕнче - ЧР ĕç тăвакан влаçăн 15 органĕ, 26 районпа хула тата 291 ял тăрăхĕ. Универсал электрон карттăна республикăри 40 çынна панă, ăна илес тĕллевпе 300 яхăн ыйту çырнă.

Коллеги ларăвне хутшăннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç, вĕсене мĕнле татса пама май килнине сÿтсе яврĕç. Чи маттуррисемпе хастаррисене ЧР Информаци политикин тата Культура министерствисен Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. (Ирина Клементьева)

 

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 февраля 2013
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter