Пĕр-пĕрне яланах ал парар

Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне пухăнчĕç хевтесĕррисем. Геннадий Васильевич районти инвалидсен обществин чĕрĕк ĕмĕрти ĕç-хĕле тишкерсе тухрĕ.

Пухăннисене юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ăшшăн саламларĕ.

Синерте пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Алексей Семкин 90 çул тултарнă. Юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов РФ Президенчĕн В.Путинăн саламне вуласа пачĕ.

Мероприятире тĕрлĕрен спорт вăййисем иртрĕç. Юрă-ташă ăстисем спорт комплексне пухăннисене концертпа савăнтарчĕç. (Элĕк районĕ)



28 февраля 2013
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter