К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă тунă

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 95 çулхи юбилей ячĕпе халалласа ирттернĕ уяв каçне хутшăннă. Чăваш театрĕ утса тухнă çул калама çук кăсăклă. Уйрăмах - пуçламăшĕ. Унăн никĕсĕ çирĕп пулнипе тытăнса тăрать тата малалла аталанать вăл. Театрăн пултарулăх ертӳçи тĕп режиссерĕ, СССР халăх артисчĕ, Раççей, Чăваш Ен Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев.Чăваш халăхĕ юратакан театр 95 çул тултарчĕ.  Халăхпа пурăнакан театр тĕллевĕ улшăнман, унăн пĕтĕм хăвачĕ - этем чунĕ патне пырса ăна ырри, лайăххи патне туртăнма, усаллинчен тасалма пулăшасси. Атăлçи хутлăхĕнчи, çĕр-шыври наци театрĕсен хушшинче театр - аслисенчен пĕри. Коллектива çамрăк, пултаруллă артистсем килеççĕ. Куракан театртан сивĕнместех. Вăл - чĕрĕ искусство. Паян театрта юрăллă-ташăллă, кĕвĕллĕ спектакльсем те, Европа театрĕ енне туртăнакан кăткăсрах ĕçсем те пур. Урăх культура пуянлатать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннă культура ĕçченĕсене театрăн юбилей ячĕпе чĕререн саламланă, чăваш халăхĕн пуян культурипе йăли йĕркисем çинчен чарăнса тăнă. Малашне те çирĕп вăй-халпа ĕçлесе пыма, халăх патне ырă та таса туйăмпа калăпланă сăнарсемпе халăх пурнăçне сăнласа пама, яланах савăк кăмăлпа ĕçе çӳреме сĕннĕ. Яланхиллех ĕçре уйрăммăн палăрнисене Хисеп хучĕсем парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче: Валерий Карпов, Елизавета Хрисанфова, Валерий Софронов и Александр Яковлев, Александр Идутов. Тĕплĕнрех



28 февраля 2013
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter