Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар Çĕнĕ Шупашкарăн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăтартăвĕсемпе паллашнă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти нумай тĕллевлĕ центр ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Вăл хула çыннисене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ кӳрет. «Уйрăммăн илсен хваттер илес, ачасене ясли-садике вырнаçтарас, пурлăха приватизацилес, çĕр харпăрлăхĕн правине Росреестр органĕнче шута илтерес текенсенчен документсем йышăнать, ытти чылай ыйтăва татса парать, - тенĕ центр директорĕ Татьяна Бондарчук. - Кашни кун учреждение вăтамран 120 çын килет. Вĕсене 8 специалист йышăнать». Чăваш Ен Пуçлăхĕ клиентсене йышăнмалли йĕркепе кăсăкланнă. Пурĕ кунта 20 ĕç пӳлĕмĕ. Хальлĕхе 12-шĕпе усă кураççĕ. Михаил Игнатьев пулăшăва сарма - йышăну пӳлĕмĕсене тухăçлă ĕçлеттерме - ыйтнă. Шалти ĕçсен министерствин Çĕнĕ Шупашкарти пайне çитсе курнă. Сергей Павлов пуçлăх право йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе юлашки çулсенче пай пурнăçланă ĕç çинчен каласа панă. Хула администрацийĕн çуртĕнче канашлу иртнĕ. Унта предприяти-организаци пуçлăхĕсем, медицина, вĕренӳ, культура учрежденийĕсен ертӳçисем хутшăннă. Администраци пуçлăхĕ Александр Сироткин Çĕнĕ Шупашкарăн социаллă пурнăçĕпе экономикин пĕлтĕрхи аталанăвĕ çинчен доклад туса панă. Канашлăва республика Пуçлăхĕ пĕтĕмлетнĕ, чи малтанах администрацирен алкоголь çаврăнăшне тĕплĕн тĕрĕслесе тăма, йĕркене пăхăнманнисене тивĕçлипе явап тыттарма ыйтнă. Республика медицина, вĕренӳ, культура ĕçченĕсем производствăна пĕтĕм вăя паччăр, ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне ӳстерччĕр тесе вĕсен ĕç укçине ӳстерме йышăннине, çак тĕллеве пурнăçлассишĕн Чăваш Ен банкран кивçен илессине палăртнă. «Эпир иртнĕ çул ача пăхакансен шалăвне пысăклатма шантартăмăр. Хамăр сăмаха çилпе вĕçтермерĕмĕр, - тенĕ Михаил Васильевич. - Вĕсен ĕç укçи 2011 çулхинчен вăтамран икĕ хут ӳсрĕ. Лайăх шалу илнипе пĕрлех пур специалистăн та хăйĕн тивĕçне паха пурнăçламалла, кашни тенкĕпе тухăçлă усă курмалла. Яланхиллех республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтăва та хуравланă. Тĕплĕнрех



28 февраля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter