Элĕк районĕ: сĕт çемье тупăшне ÿстерет

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Нумай çемьере 2-3-шер ĕне тытаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăха тăваттă-пиллĕк самăртакансем те сахалах мар. Çемье тупăшне куллен сĕт парса ÿстереççĕ. Паха чĕр тавара «Новый путь» хуçалăх тата уйрăм предприниматель пуçтарать. 12 ялта пурăнакансем сĕте вырăнти ял хуçалăх предприятинех сутаççĕ.

Сĕт пухассипе чылай çул Ольга Никонорова тăрăшать. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ял çыннисенчен йышăннă чĕр тавара Юрий Леонидович Петровпа Андрей Зиновьевич Емельянов водительсем Шупашкарти сĕт-çу заводне леçеççĕ. «Новый путь» хуçалăхри виçĕ фермăри ĕнесен сĕчĕпе икĕ ятарлă автотранспорт куллен çула тухать.

И. Элина



28 февраля 2013
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter