Перекетлĕхе - «симĕс çутă»

Министрсен Кабинечĕн ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче хăш-пĕр чухнехи пек нумай калаçтаракан-тавлаштаракан ыйтусем пулмарĕç - кулленхи темăсем темелле. Паллах, ку вĕсем пĕлтерĕшсĕррине пĕлтермест.

Лару спорт ыйтăвĕсене тишкернинчен пуçланчĕ. Федерацин тивĕçлĕ саккунне улшăнусем кĕртнĕ май республикăнне те тÿрлетмелле. Сăмах - спортăн тĕрлĕ тĕсĕн федерацийĕсене регистрацилесси пирки. Спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре пĕтĕмпе 61 федерацие шута илнĕ. Вĕсенчен 45-шĕн патшалăх аккредитацийĕ пур. Анчах вĕсенчен çурри кăна «тулли хăватпа» ĕçлет. Михаил Игнатьев ĕçе ÿрĕк-сÿрĕк пурнăçлакансене министерство енчен ытларах витĕм кÿме сĕнчĕ, çулталăк хушшинче федерацисене пурне те инвентаризацилемеллине палăртрĕ - ку спорт аталанăвне тĕрев парĕ.

Тепĕр ыйту пирки те çак тема тăсăмĕ теме май пур. Раççейĕн 22-мĕш Сурдолимп вăййисене /çуллахи çак вăйăсем кăçал Болгарири Софийăра иртеççĕ/ хутшăнакан пĕрлештернĕ командине кĕмелли чăваш спортсменĕсене стипенди тÿлес ыйтăва татса пачĕç. Сергей Мельников унăн виçине те пĕлтерчĕ - уйăхра 35 пин тенкĕ. Пĕлтĕрхи Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрленнĕ ентешĕмĕрсене те çак виçепех хавхалантарнă-мĕн. Сурдолимп вăййисем тенĕрен, Чăваш Енрен унта хутшăнакансен шучĕ пысăкланса пынине палăртмалла: 2005 çулта иккĕн вăй виçнĕ, 4 çул каялла - виççĕн. Кăçал пилĕк ентешĕмĕр Болгарие кайма хатĕрленет.

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республика бюджетĕнчен выльăх-чĕрлĕх, элита вăрлăх çитĕнтерессине аталантарма тата химизаци хатĕрĕсем туянма уйăрнă укçана районсем тăрăх валеçессипе паллаштарчĕ. Шел те, федераци çак тĕллевсем валли республикăна паракан укçа виçи чакнă-мĕн, апла пулин те продукци туса илессине ÿстерме тăрăшакансене кÿрекен пулăшу чылай енĕпе пысăкрах пулать. Çав шутра çулталăкра 4 пин ытла литр сĕт паракан ĕнесемшĕн, элита вăрлăх туяннăшăн, ыттишĕн тăкаксен пĕр пайне саплаштараççĕ. Çапах ЧР Пуçлăхĕ пĕр самант пирки асăрхаттарчĕ: «Хăшĕсем ăратлă выльăх туянаççĕ - эпир вĕсене укçан пулăшатпăр. Кайран вара выльăха какая ăсатаççĕ - бюджет укçи харама каять. Çавăнпа та йĕркене пăхăннине сăнаса тăрăр».

Бюджет учрежденийĕсене пĕрлештересси малалла пырать. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова Шупашкарти социаллă тивĕçтерÿ центрĕсене пĕрлештересси пирки каларĕ: «Центрсем пурте хăйсен вырăнĕсенчех юлаççĕ, пĕрлехи служба пулать. Çакă çулталăкра 2 млн тенкĕрен кая мар перекет кÿмелле». Перекет чи малтанах ĕçлекенсен йышĕ чакнипе сăлтавланать - «управленецсен, бухгалтери службисен йышĕ пĕчĕкленет».

Çавăн пекех министерство тытăмĕнчи 5 хысна учрежденийĕн статусне улăштарма йышăнчĕç - бюджет учрежденийĕсем пулаççĕ. Çав шутра - республикăри психбольницăсем. Михаил Игнатьев ыйтăва тишкернĕ май кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: çакнашкал улшăнусем ытлашши тăкак кăна кÿреççĕ, тÿрех бюджет учрежденийĕсем йĕркелемелле пулнă... Психбольницăсемпе çыхăннă улшăну вара çакăнпа кăна вĕçленмест пулас-ха: вĕсене пĕр тытăма пĕрлештерес тĕллев пур. Алла Самойлова Чăваш Енре 1,2 пин пациент валли койка-вырăн пулассине çирĕплетрĕ.

Çакнашкал тепĕр утăм - Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне 23-мĕш профучилищĕпе пĕрлештерме йышăнни. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çакна РФ саккунĕнче пуçламăш профвĕренÿ сыпăкĕ çуккипе сăлтавларĕ. Эппин, ăна вăтам профвĕренÿ тытăмне кĕртни вырăнлă. Çийĕнчен налук тÿлекенĕн укçи те перекетленет. Пурлăхпа тухăçлă усă курмалла. 23-мĕш училище паян çурма хăватпа кăна ĕçлет-мĕн, колледж вара - икĕ сменăпа. Çавна май икĕ вĕренÿ учрежденине пĕрлештерни меллĕ, тепĕр енчен, професси пĕлĕвĕ парассине татмасăр йĕркелеме пулăшать.

2013 çулта ачасем шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене çÿренĕшĕн тÿлемелли вăтам виçене палăртрĕç. Тăкаксем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ. Шупашкарта, Алексей Ладыков мэр палăртнă тăрăх, ачашăн кунне вăтамран 60 тенкĕ тухать. Владимир Иванов министр пĕлтернĕ тăрăх - пĕр ачашăн 20, икĕ ачашăн 50, виçĕ ачашăн 70% ытларах саплаштараççĕ. Михаил Игнатьев ачисем уйрăм çынсен садикĕсене çÿрекенсене те ытларах тĕрев памаллине аса илтерчĕ - ку енĕпе ĕçлеççĕ. Сăмах май, унашкал садиксенчи тÿлев виçи 10 пин тенкĕ таранах.

Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен педагогика ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма муниципалитетсене республика бюджетĕнчен укçа парса пулăшмалли правилăсене çирĕплетрĕç. Вĕренÿ министрĕ кăçал вĕсен ĕç укçине тăватă хут - кăрлач, ака, утă тата юпа уйăхĕсенчен - ÿстерме палăртнине пĕлтерчĕ. Çапла вара вăтам шалу 16 пин тенкĕ урлă каçмалла. Анчах воспитательсем пур пĕр çитмеççĕ-мĕн - Шупашкарта кăна тата 400 ытла ваканси.

Ларура Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Çав шутра кăçалхи приватизаци планне çĕнетрĕç - сутмалли объектсен списокĕ вăрăмланчĕ. Пурлăх министрĕ Светлана Енилина пайăр цифра та пĕлтерчĕ: кăçал пурлăха приватизациленĕ май республика бюджетне 300 млн тенкĕрен кая мар кĕмелле.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 февраля 2013
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter