Тĕллевсене палăртрĕç

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта çамрăк педагогсен ассоциацийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев пухăннисене пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу суннă. Çамрăк педагогсен ассоциацийĕн ертÿçи – Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕн çумĕ, историпе обществознани вĕрентекен Ю.Сергеев иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă. Çамрăк педагогсем «Район тăрăх – видеоçулçÿрев» социаллă проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе кирлĕ материалсем пухассипе пĕр-пĕрин тивĕçĕсене пăхса тухнă. Хальхи вăхăтра хаваслисемпе тавçăруллисен командисен фестивальне çине тăрсах хатĕрленеççĕ.



04 февраля 2013
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter