Кун йĕркинче - актуаллă ыйтусем

Нарăсăн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. 2012 çулта Чăваш Республикинче 2010-2020 çулсенче вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантармалли республика программине мĕнле пурнăçлани, предпринимательлĕхе кăçал пулăшмалли тĕп çул-йĕрсем çинчен республикăн экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ. Чăваш Енре вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 57 пин ытла субъекчĕ ĕçлет, вĕсенчен 14 пин ытла - вак тата вăтам предприятисем, уйрăм пайтаçăсем - 43 пине яхăн. Вак бизнес субъекчĕсен 45 ытла проценчĕ курттăм тата вак суту-илӳре тăрăшать, 18 проценчĕ тĕрлĕ пулăшу кӳрет, 10 ытла проценчĕ - ял хуçалăхĕнче ĕçлет. Пĕлтĕр асăннă программăна пурнăçласа предпринимательлĕхе 405,2 млн тенкĕлĕх пулăшу кӳнĕ. Вак тата вăтам бизнесăн 1239 субъектне бюджетран пулăшу кӳнĕ. Йышăнакан мерăсем 9 пин ытла ĕç вырăнне сыхласа хăварма, 2,5 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшнă. Кăçал предпринимательлĕхе тĕрев памалли программăна пурнăçлама 519,6 млн тенкĕ ытла, çав шутра Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен - 109,1 млн тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 410,5 млн тенкĕ, яма пăхнă. ЧР Министрсен Кабинечĕ Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондпа 2013-2015 çулсенче çыхăну тытса ĕçлесси çинчен ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Марков пĕлтернĕ. Çак Фонд ĕçлемелли вăхăта 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен тăснă. Федерацин Фонд çинчен калакан саккунне пурнăçласа ишĕлме пултаракан, пăсмалла е юсамалла тесе 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен йышăннă нумай хваттерлĕ çуртсен Реестрне йĕркелесе РФ Регионсен аталанăвĕн министерствине, Фонда тăратнă. Унта 822 çурта кĕртнĕ.  Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес ыйтупа Мускавра иртнĕ канашлу çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене уява ирттерес ĕçе хутшăнма паянтанах хатĕрленме сĕннĕ.



04 февраля 2013
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter