Элĕк районĕ: пурнăç урапи хăйĕн майĕпе, кунсене хыçа хăварса, малалла чуптарать

Пурнăç урапи хăйĕн майĕпе, кунсене хыçа хăварса, малалла чуптарать. Вырăс Сурăмĕнчи Клавдия Васильевнăпа Александр Алексеевич Моляковсем 65 çул пĕрле утса хура-шурне, савăнăçпа хуйха çителĕклех тутанса курнă. Апла пулин те нихăçан та пуçа усман. Вăхăт хăвăрт шунăран пĕрле çирĕм, вăтăр, хĕрĕх, алă çул пурăннине сиссе те юлайман.

– Пĕр-пĕринпе юратса пурăнма тупа туса пĕрлешнĕренпе 65 çул çитрĕ вĕт, – тет халĕ А.Моляков.

Александрпа Клавдия 1948 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче туй кĕрлеттернĕ. Çак кунран пуçласа вĕсем çемье наукине «алла илме» пикеннĕ. Иккĕн кун кунлани çителĕксĕр тесе шутланă. Пурнăç хăй еккипе пынă май килĕшÿллĕ çемьере йыш та хутшăннă. Моляковсем икĕ ача çуратса тĕрĕс воспитани панă. Вĕсем халĕ ашшĕпе амăшĕн ячĕсене яланах çÿлте тытма тăрăшаççĕ, мухтанаççĕ тата савăнаççĕ.

А.Моляков 1940 çулта Етĕрнери ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ. Хыççăн районти çĕр пайĕнче агрономра темиçе уйăх ĕçленĕ. Çав çулхи октябрьте унăн çара кайма ят тухнă. Кĕçех авиаци специалисчĕсене хатĕрлекен шкулта çур çул вĕреннĕ. Истребительсен авиаци полкĕнче моторист тата механик пулнă май çар самолечĕсене вĕçеве хатĕрленĕ. Аслă сержант Моляков хăйĕн умне лартнă задачăсене ăнăçлă пурнăçланă. Вăрçă пуçлансан гитлеровецсене хирĕç паттăррăн çапăçнă, тăван çĕршыв тата халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ. Пĕр сăмахпа, Аслă çĕнтерĕве çывхартма хастар хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ-салтака 1946 çулхи март уйăхĕнче киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма шăпа пÿрнĕ. Ытти фронтовиксем пекех тÿрех ĕçе пикеннĕ. Элĕк райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх пайĕнче, хыççăн МТСра тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă. 1953 çулхи октябрьтен пуçласа 1980 çулхи августчен Калинин ячĕллĕ хуçалăх уй-хирĕнчен татăлман, агрономра тăрăшнă. Уйра ытларах техникăпа усă курни колхозниксене пысăк çăмăллăх кÿнĕ. Тĕрлĕ продукци туса илесси çулсеренех ÿссе пынă. Ĕçри пултарулăхне кура А.Молякова «Хисеп палли» орденпа тата «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе наградăланă, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçнĕ. Александр Алексеевич ялан ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, пысăк тавракурăмĕпе палăрнă.

– Йывăрлăха сахал мар тÿсме тивнĕ пулсан та нăйкăшса ларман, мĕншĕн тесен хыçра çирĕп тыл – çемье пулнă, – шухăша уçать ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Мăшăрĕ – Клавдия Васильевна – Вырăс Сурăмĕнчи участок больницинче медицина сестринче нумай çул ĕçленĕ. Чирлисене хавхалантарнă, кирлĕ сĕнÿ-канаш пама юратнă.

Вырăс Сурăмĕнчи Моляковсем хăйсен шăпипе тата ватлăхра та юрату хĕлхемĕ сÿнменнипе кăмăллă. Ватăсемшĕн чи пахи – ачисемпе мăнукĕсем сума суни. Вĕсемшĕн унран хакли нимĕн те çук.



04 февраля 2013
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter