Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Патшалăх Думин Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алăна Аршинова Шупашкарта Ачасен пултарулăх керменĕнче пулнă

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Патшалăх Думин Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алăна Аршинова Шупашкарта Ачасен пултарулăх керменĕнче пулнă. Хăнасем професси хатĕрленĕвĕн шкулĕн вĕренекенĕсем право йĕркине сыхлас темăпа кăтартнă «Ачасен полици академийĕ» номере, халăх ташшин «Фаворит» ансамблĕн тата бал ташшин студийĕн номерĕсене пăхнă, ачасен декораципе прикладной тата техника пултарулăхĕн куравне çитсе курнă. «Тĕкĕр» театр-студи «Вĕçекен карап» юмаха ку чухнехилле йĕркелесе тăратнă, «Ылтăн пучах» пĕрлешӳри ачасем пушăтран ăсталанă япалисене кăтартнă, Антон Бельскин вокал студине хутшăнакансем хăнасем ыйтнипе Раççей Гимнне юрланă. Халăх инструменчĕсен «Эревет» ансамблĕ концерт номерĕсемпе савăнтарнă. Михаил Игнатьев ансамбле çӳрекенсене хамăр халăхăн культурине, йăли-йĕркине, историне юратма суннă. Хăнасем çавăн пекех тĕнчен тăватă хут чемпионĕ, Чăваш Енри Кикбоксинг пĕрлешĕвĕн президенчĕ Алексей Соловьев ертсе пыракан кикбоксинг секцийĕнче пулнă. Ун хыççăн Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи аслă классенче вĕренекенсемпе «çавра сĕтел» ирттернĕ. Хăнасем ыйтусене хуравланă, шкул ачисен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене итленĕ. Чăваш Енре аслă пĕлĕве аталантармалли çулсем пирки дискусси пынă. Михаил Игнатьев аслă классене пĕлтернĕ тăрăх - электротехника факультечĕсенчен вĕренсе тухакансем пурте вырăнти предприятисене вырнаçаççĕ, вĕсен ĕç укçи шайĕ республикăри вăтам кăтартуран 2,5-3 хут пысăкрах. «Çавра сĕтеле» пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çапла каланă: «Сирĕнте - çĕр-шыв пуласлăхĕ. XXI ĕмĕрте пирĕн аслă Раççее çĕнĕ, пысăкрах шая сирĕн çĕклемелле». Юлашкинчен Михаил Игнатьев тата Алăна Аршинова шкул ачисене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипенди илме свидетельствăсем тата «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн преми лауреачĕн дипломĕсене панă. Тĕплĕнрех



04 февраля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter