Ăмăрту çывхарать

Пĕтĕм çĕршыври «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» çулсеренех йышланса пырать, пĕлтĕр районта старта 800 ытла çын тухнăчччĕ. Кăçал та участниксен шучĕ сахал мар пуласса палăртаççĕ.

«Раççей йĕлтĕр йĕрне» хатĕрленсе ирттерессипе районта комисси туса хунă. Ун ларăвĕнче юн кун йĕркелÿ ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Йĕлтĕр спорчĕн массăллă ăмăртăвне февралĕн 10-мĕшĕнче Вăрнарти «Химик» стадионта ирттерме палăртнă. Яланхиллех 18 çула çитменнисен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма тивет, аслăраххисем хăйсен сывлăхĕшĕн хăйсемех яваплă. Сывă пурнăç йĕркин тусĕсен 1–2 километрлă дистанцисене çĕнме тивет.

Ăмăрту 11 сехетре пуçланать.



04 февраля 2013
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter