Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче районта “Аль-ДЮСШ–ФСК” автономлă учрежденин спорткомплексĕнче “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013” ăмăрту иртет. Ÿсĕмне кура йĕлтĕрçĕсем 1500 метрлă тата 3000 метрлă дистанцисенче ăмăртĕç. VIP-чупăва хутшăнакансен дистанцийĕ – 2014 метр.
Чупăва спорткомплексра 11 сехет те 30 минутра савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Кашни ÿсĕм ушкăнĕнче мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе, парнесемпе хавхалантараççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене пурне те асăнмалăх сувенирсем параççĕ.
Массăллă чупу ирттерме ятарлă комисси йĕркеленĕ. Тĕплĕнрех 2–13–09, 2–14–79 номерсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.


05 февраля 2013
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter