Ачасем патĕнче хăнара - Патшалăх Думин депутачĕ

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алăна Аршинова Шупашкарта Ачасен /çамрăксен/ пултарулăх керменĕнче пулнă. Унта ача-пăча пĕрлешĕвĕсен тата пултарулăх мастерскойĕсен ĕçĕпе паллашнă.

Хăнасем професси хатĕрленĕвĕн шкулĕн вĕренекенĕсем право йĕркине сыхлас темăпа кăтартнă «Ачасен полици академийĕ» номере, халăх ташшин «Фаворит» ансамблĕн тата бал ташшин студийĕн номерĕсене пăхнă, ачасен декораципе прикладной тата техника пултарулăхĕн куравне çитсе курнă. Михаил Игнатьев ĕçсем пысăк пахалăхлă пулнине палăртса тĕрĕ тĕрлекен, шăрçапа тĕрлекен тата унран тĕрлĕ япала ăсталакан ачасене хăйсен ĕçĕсене сутмашкăн, кĕсьере кăштах тыткаламалăх укçа илмешкĕн вĕренме суннă.

«Тĕкĕр» театр-студи «Вĕçекен карап» юмаха ку чухнехилле йĕркелесе тăратнă, «Ылтăн пучах» пĕрлешÿри ачасем пушăтран /республика Пуçлăхĕ палăртнă пек «экологи тĕлĕшĕнчен таса, чăн материалтан»/ ăсталанă япалисене кăтартнă, Антон Бельскин вокал студине хутшăнакансем хăнасем ыйтнипе Раççей Гимнне юрланă.

Халăх инструменчĕсен «Эревет» ансамблĕ концерт номерĕсемпе савăнтарнă. Михаил Игнатьев ансамбле çÿрекенсене хамăр халăхăн культурине, йăли-йĕркине, историне юратма суннă.

Хăнасем çавăн пекех тĕнчен тăватă хут чемпионĕ, Чăваш Енри Кикбоксинг пĕрлешĕвĕн президенчĕ Алексей Соловьев ертсе пыракан кикбоксинг секцийĕнче пулнă. А.Соловьева нумаях пулмасть Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ секцие çÿрекен арçын ачасемпе хĕр ачасене ăнăçу пулмасан кулянса ÿкмелле мар, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла тенĕ.

Ун хыççăн Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи аслă классенче вĕренекенсемпе «çавра сĕтел» ирттернĕ. Хăнасем ыйтусене хуравланă, шкул ачисен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене итленĕ. Чăваш Енре аслă пĕлĕве аталантармалли çулсем пирки дискусси пынă. Михаил Игнатьев аслă классене пĕлтернĕ тăрăх - электротехника факультечĕсенчен вĕренсе тухакансем пурте вырăнти предприятисене вырнаçаççĕ, вĕсен ĕç укçи шайĕ республикăри вăтам кăтартуран 2,5-3 хут пысăкрах. «Çавра сĕтеле» пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çапла каланă: «Сирĕнте - çĕр-шыв пуласлăхĕ. XXI ĕмĕрте пирĕн аслă Раççее çĕнĕ, пысăкрах шая сирĕн çĕклемелле».

Юлашкинчен Михаил Игнатьев тата Алăна Аршинова шкул ачисене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипенди илме свидетельствăсем тата «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн преми лауреачĕн дипломĕсене панă.

 В.ВАСИЛЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 февраля 2013
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter