Программа пурнăçланать

Нарăсăн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

2012 çулта Чăваш Республикинче 2010-2020 çулсенче вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантармалли республика программине мĕнле пурнăçлани, предпринимательлĕхе кăçал пулăшмалли тĕп çул-йĕрсем çинчен республикăн экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ.

Чăваш Енре вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 57 пин ытла субъекчĕ ĕçлет, вĕсенчен 14 пин ытла - вак тата вăтам предприятисем, уйрăм пайтаçăсем - 43 пине яхăн. Вак бизнес субъекчĕсен 45 ытла проценчĕ курттăм тата вак суту-илÿре тăрăшать, 18 проценчĕ тĕрлĕ пулăшу кÿрет, 10 ытла проценчĕ - ял хуçалăхĕнче ĕçлет.

Пĕлтĕр асăннă программăна пурнăçласа предпринимательлĕхе 405,2 млн тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Вак тата вăтам бизнесăн 1239 субъектне бюджетран пулăшу кÿнĕ. Йышăнакан мерăсем 9 пин ытла ĕç вырăнне сыхласа хăварма, 2,5 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшнă.

Кăçал предпринимательлĕхе тĕрев памалли программăна пурнăçлама 519,6 млн тенкĕ ытла, çав шутра Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен - 109,1 млн тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 410,5 млн тенкĕ, яма пăхнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕ Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондпа 2013-2015 çулсенче çыхăну тытса ĕçлесси çинчен ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Марков пĕлтернĕ. Çак Фонд ĕçлемелли вăхăта 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен тăснă.

Федерацин Фонд çинчен калакан саккунне пурнăçласа ишĕлме пултаракан, пăсмалла е юсамалла тесе 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен йышăннă нумай хваттерлĕ çуртсен Реестрне йĕркелесе РФ Регионсен аталанăвĕн министерствине, Фонда тăратнă. Унта 822 çурта кĕртнĕ.

  А.ЛЬВОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 февраля 2013
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter