Тăвай районĕ: пухусем иртрĕç

Февраль уйăхĕн 5-мĕш кунĕнче Йăнтăрчă ял тăрăхне кĕрекен Йăнтăрчă, Тенеялĕ, Улянкă ялĕсенче пухусем иртрĕç. Палăртнă кун йĕркипе Йăнтăрчă ял тăрăхĕн тата Тăвай район администрацийĕн 2012-мĕш çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.

Халăх умĕнче И.Хайдукова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, В.А.Ванерке, район администрацийĕн пуçлăхĕ, А.А.Алексеев, çурт-йĕр, çул тата комуналлă ĕçĕн пай пуçлăхĕ, Л.В. Яковлева, районти пенсии уйрăмĕн ертÿçи тата ытти специалистсем тухса калаçнă. Ыйтусем çине çийĕнчех хуравсем панă, 2013-мĕш çулхи плансемпе паллаштарнă.

 Культура учрежденийĕсем пухăва хатĕрленсе пур ялĕнче те халăха концертпа савăнтарнă, Тенеялĕнчи фольклор ушкăнĕн программи уйрăмах килĕшнĕ.



06 февраля 2013
12:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter