Муркаш районĕ: авалхи чăваш календарĕнче çурхи пĕрремĕш уйăх нарăс

Авалхи чăваш календарĕнче çурхи пĕрремĕш уйăх нарăс /нурăс/ пулнă. Ку сăмах авалхи перс чĕлхинчен. Мал ен Азире авалтан çĕр ĕçлесе пурăннă иран халăхĕсем çуркунне, кун таврăннă вăхăтра, Çĕнĕ çул уявланă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне вĕсем ноу руз «çĕнĕ кун» тенĕ. Авалхи Иран йăли-йĕркине тытса пыракан халăхсем халĕчченех Çĕнĕ çула пирĕн хальхи календарьти мартăн 21-мĕшĕнчен уявлама тытăнаççĕ.

Çывăх Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан чылай халăх та мĕн авалтанпах Çĕнĕ çула çуркунне уявланă. Сăвап кĕнекинче çапла çырса хăварни тĕл пулать: «Çак уйăх сирĕншĕн уйăхсен пуçламăшĕ пултăр, çулталăкри уйăхсенчен пирвайхи пултăр». Çавăнпа Израиль халăхĕсем мартра Мăн кун тунă. Çулталăк пуçламăшне авалхи Египет çыннисем, перссем, лаврсем, грексемпе римлянсем тата ытти нумай халăх пуш уйăхĕнчен, кун таврăннă вăхăтран, шутласа пынă. Акă, калăпăр, пирĕн хальхи сентябрь, октябрь, ноябрь, декабрь уйăхĕсен ячĕсем латинларан куçарсан «çиччĕмĕш», «саккăрмĕш», «тăххăрмĕш», «вуннăмĕш» тесе хисеплесе кайнине пĕлтереççĕ. Декабрь - вуннăмĕш, сентябрь çиччĕмĕш уйăх пулнă пулсан пĕрремĕш уйăх шăпах март çине ÿкет. Вырăссем те авал çулталăка мартран шутласа пынă. 1343 çултан /хăшĕсем 1492 çултан тесе те шутлаççĕ/ кăна уйăхсене сентябрьтен хисеплесе пыма тытăннă.
Авалхи тĕрĕк халăхĕсем те çулталăка çуркуннерен шутласа пынă. Икĕ пин çул ытла авал Мэн Хун китай çул çÿревçи Вăта çĕр Ази çеçен хирĕнче куçса çÿрекен тĕрĕк халăхĕсем пирки çапла çырса хăварнă: «Çĕнĕ çула вĕсем çĕнĕ курăк тухсан шутлама пуçлаççĕ. Эсĕ миçе çулта-ха тесе ыйтсан вĕсем: «Эпĕ çавăн чухлĕ курăк пурăнтăм ĕнтĕ», - теççĕ. Вĕсем çулталăка пирĕн пек шутлама пĕлмеççĕ, çуркуннерен кĕркуннеччен пĕр çулталăк, кĕртен çурччен тепĕр çулталăк туса шутлаççĕ. Чăвашсем те иртнĕ ĕмĕрчченех çулталăк пуçламăшне е çуркуннерен е кĕркуннерен шутласа пынă.
Авалхи пăлхар-чăваш ăрăвĕсем çулталăк пуçламăшне çĕнĕ курăк тухнă вăхăтран шутлама пуçлани чĕлхемĕрте те аван палăрса юлнă.
Пирĕн чĕлхери çул, çулталăк тата çулçă сăмахсем пĕр тымартан пулнă. Тĕрĕк халăхĕсем çулталăка яш теççĕ. Чăвашсен çул сăмахĕпе тĕрĕксен яш сăмахĕ - пĕр сăмахах, вĕсем пĕр-пĕринчен сасă ылмашăвĕсемпе çеç уйрăлса тăраççĕ. Тĕрĕксен те яш «çул», яшыл - «симĕс», яшылча - «симĕс курăк», «ешĕл ÿсен-тăран» сăмахĕсем пĕр кăкранах пулнă. Ку сăмахсем пирĕн яш - «çамрăк», ешĕл - «симĕс» сăмахсене тÿр килеççĕ, анчах та вĕсем пирĕн чĕлхене XV ĕмĕр хыççăн кăна тутар чĕлхинчен кĕнĕ. Çапла вара Çĕнĕ çул тени тахçан авал çĕнĕ курăк тенине пĕлтернĕ.
Халăхăмăрăн кукăр-макăр истори çулĕсем çинче календарь тытăмĕ пĕрре мар улшăнса çĕнелнĕ. Тĕрлĕ халăхпа хутшăнса, пирĕн мăн асаттесем вĕсен календарь системисене виçе-виçе пăхса, хăйсен хуçалăх тытăмĕпе çураçтарса пынă.
Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ XIII-XIV ĕмĕрсенче Ылтăн Уртан Джучи улусĕ пулса тăнă. Урта эмирĕ-ханĕ Пăлхарта Хорезмран кÿрсе килнĕ хула культурине аталантарма тапратнă. Хорезмран кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе хуса килнĕ ăстасемпе ăсчахсем ырлăх-пурлăх культурипе пĕрле çĕнĕ йышши ăс-хакăл культурине те илсе килнĕ. Пурăна киле Урта эмирĕ-ханĕ те, Хорезмран кÿнĕ ăстасемпе ăсчахсем те чăваша тухнă. Чăвашсем вара вĕсен пуян культурин еткерне вĕренсе юлнă. Шăпах Ылтăн Урта саманинче пăлхар-чăвашсем Хорезмран илсе килнĕ ăсчахсенчен перс календарĕпе паллашаççĕ, вĕсенчен нурăс сăмаха вĕренсе юлаççĕ. Халĕ литература виçи пулса тăнă нарăс форма пирĕн чĕлхене каярахпа, Хусан ханлăхĕ саманинче, тутар чĕлхинчен кĕнĕ. Пĕр сăмахăн икĕ форми чĕлхемĕр аталанăвĕн икĕ тапхăрне палăртать. Çак икĕ сăмах хушшинче сахалтан та ик çĕр-виç çĕр аллă çул уйрăмлăх пур.
Авалхи чăваш календарĕнче нарăс март уйăхне тÿр килнĕ, вăл кивĕ стильпе мартăн 9-мĕшĕнче, çĕнĕ стильпе мартăн 21-мĕшĕнче, кун таврăннă каç пуçланнă. Юлиан календарĕ çине куçсан вара нарăс уйăхĕ февральпе танлашма тытăннă.
Ĕлĕкрех чăвашсем /язычниксем/ нарăс уйăхĕн малалли тăхринчи юн кун /хальхи стильпе - мартăн 21-мĕшĕнче/ Çĕнĕ çул уявне ларнă, ăна Мăн кун е Аслă Калăм тенĕ. Калăм кунĕ тени, хальхи чĕлхе çине куçарсан, «Аслă кун» е «Мăн кун» тениех пулать. Çĕнĕ çулăн пирвайхи кунĕ - Мăн кун - умĕн чăвашсем киле-çурта çуса тасатнă, кивĕ япаласене çĕннисемпе улăштарнă, çĕнĕ кĕпе-тумтир тăхăннă. Çĕнĕ çул умĕн кĕçнерни каç «автансăр» ялтан ваттисене чĕнсе килсе хăналанă. Каçа хирĕç çамрăксем сĕрен чупнă, кивĕ çултан юлнă усал-тĕселе ялтан хăваласа кăларнă. Пĕлтĕр туса лартнă йĕрĕх пуканисене çĕрĕк çăпатасем çине лартса шывпа юхтарса янă е ял хыçĕнчи пĕр-пĕр çырмара кăвайт чĕртсе çунтарнă. Ваттисем йĕрĕх пĕрнисене çĕнĕ пуканесем тăва-тăва лартнă.
Юлиан календарĕ кĕрсен нарăс уйăхĕнче Çăварни уявлама, катаччи чупма тытăннă. Авалхи йăлапа ял тăрăх «çăварни карчăкĕсем» вăрăм пушăпа усал-тĕсел хăваласа çÿренĕ. Вĕсем çуна кÿлсе те, юланутпа та чупнă, улăмран е çĕтĕк кĕрĕкрен тунă лашапа ĕрĕхтерсе çÿрекен çветкесем те пулнă. Çăварни эрни тухнă кун улăмран тунă «çăварни карчăкне» çунашкапа ял вĕçĕнчи тăвайккинчен ярăнтарса янă. Унтан вара кивĕ çул юлашкине ял тулашĕнче çунтарнă. Кĕрлесе çунакан çăварни карчăкĕ тавралла çамрăк-кĕрĕм юрласа-ташласа савăннă.
Нарăс - çуркунне пуçламăшĕ, Çĕнĕ çул пуçламăшĕ. «Нарăс çитсен кăрлач сиввин пилĕкĕ хуçăлать, сивĕ ашшĕпе сивĕ амăшĕ ачи-пăчи-мĕнĕпех пирĕнтен каяççĕ. Кĕçĕн кăрлач ури çине Нарăс пики пусса килет», - теççĕ ял ваттисем çак уйăх пирки. Нарăс уйăхĕ чăваш куçне хитре пикен курăннă. Çак сăнар урлă чăвашсен аваллăхĕ те палăрать. Перс чĕлхинчен нарăс сăмах килсе çитиччен чăвашсем ку уйăха хĕр уйăхĕ тенĕ. Вĕсем: «Хĕр уйăхĕ хĕрлĕ вăкăр çине ларса килет», - тесе халапланă.


06 февраля 2013
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter