Каçал Ен районĕ: хумхантаракан ыйтусем тавра

Нумаях пулмасть «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин районти уйрăмĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ ял поселенийĕсенчен делегатсем пуçтарăннă. Мероприятире пенсионерсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Чи малтанах союзăн районти совечĕ пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсене тишкернĕ, кăтартусемпе паллаштарнă. Тивĕçлĕ канăва тин тухакансем час-часах пушă вăхăт нумайланнине, çакна пулах ĕçшĕн тунсăхланине палăртаççĕ. Çавăнпа та союзăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — ветерансен пурнăçне интерес кĕртесси, пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшасси. Çакна кура районти совет пенсионерсем хушшинче час-часах культура тата спорт мероприятийĕсем йĕркелеме тăрăшать. Хăшĕсем тĕрлĕ ансамбльсенче пултарулăхне кăтартаççĕ, «Надежда» клуба çÿреççĕ. Теприсем çулсерен шашка тата шахмат турнирĕсене е çуллахи полиатлон ăмăртăвне хутшăнса ăсталăхне кăтартаççĕ. Унсăр пуçне пĕлтĕр «Кĕтне» спорткомплексăн стадионĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан пенсионерсем йĕлтĕрпе чупса ăмăртнă, волейболла вылянă тата ытти енĕпе те тупăшнă. Çапах та кунта пĕр чăрмав пуррине палăртнă районти советăн членĕсем: мероприятисене ирттерме ниçтан та укçа-тенкĕ уйăрмаççĕ. Йĕркелекенсен çĕнтерÿçĕсем валли Хисеп грамотисемпе парнесем илме спонсорсем шырама, тархасласа ыйтса çÿреме тивет. Спортпа туслă ватăсем районта йышлă пулнине палăртмалла. Кунсерен йĕлтĕрпе ярăнакансем, чупакансем, шашка, шахмат вăййисене выляса вăхăт ирттерекенсем ялсенче чылайăн. Ăмăртусене хутшăнни вĕсемшĕн чăн-чăн уяв, савăнăç пулса тăрать. Çавăн пекех «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» членĕсем ачасемпе çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе те хастар хутшăнаççĕ, час-часах тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, хăйсен пурнăç опычĕпе паллаштараççĕ. Малалла ларăва пуçтарăннисем 2013 çулхи плана палăртнă, çулталăк тăршшĕпе тумалли ĕçсене сÿтсе явнă. Залра тĕрлĕ сĕнÿсем янăранă. Сăмахран, мероприятие пуçтарăннисем пенсионерсене спорткомплексри бассейна тÿлевсĕр çÿреме эрнере пĕр кун уйăрса парсан аван пуласса палăртнă. Унсăр пуçне хĕллехи спорт тĕсĕсене кăмăллакансем Комсомольски вăрманĕ хĕрринче йĕлтĕр бази туса хума сĕннĕ. Унта çамрăксем те, ватăсем те хăйсен сывлăхне çирĕплетме, хĕллехи вăрманăн илемĕпе киленме пултарнă пулĕччĕç. Çавăн пекех ларура РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов, социаллă хÿтлĕх пайĕн представителĕ Н.П.Зайцева, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн ертÿçи В.Н.Гаврилов тата ыттисем те тухса калаçнă, пенсионерсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав шыранă.



06 февраля 2013
12:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter