Банк секторĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

Нарăсăн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Тĕп банкĕн кадр политикин тата персонал ĕçне тивĕçтерекен департаменчĕн ертӳçипе Александр Лахтиковпа тĕл пулнă. Калаçу самантĕнче республика территорийĕнче банк учережденийĕсен ĕçĕсене лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Республикинче банк тытăмĕ тăнăçлă ĕçлесе пырасса шантарнă хăй енчен  ертӳçĕ Александр Лахтиков. Саккуна пăхăнса ĕçлесси пирки çирĕп палăртса хăварнă. Пĕр-пĕринпе эффективлăрах килĕшсе ĕçлеме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика Кнашĕн эксперт ушкăнне йĕркеленĕ. Калаçура Чăваш Республикинче 2012-мĕш çулта макроэкономикăн кăтартăвĕсем самай ӳсни çинчен палăртса хăварнă. Тата çавăн пекех банк секторĕнче те улшăнусем ырă енне куçнине асăннă.



06 февраля 2013
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter