Яваплăха инкек сиксе тухиччен ăнланасчĕ

Хуçасăр йытăсем ялсенче пурăнакансене сехĕрлентерсе урамсенче чупса çÿрени чы- лайăшне пăшăрхантарать. Çынсене те тапăнни пулкалать. Сăмахран, 2012 çулта кăна район территорийĕнче пурăнакан 50 яхăн çын сывлăх сыхлав учрежденийĕсене пулăшу ыйтма пынă. Пыманнисем тата мĕн чухлĕ? Паллах, кăтарту тата та пысăкрах пулма пултарать.

Урамсенче йытăсем нумайланни çинчен калаçатпăр пулсан та вĕсен шучĕ чакмасть-ха. Выльăх-чĕрлĕхе тапăнакан йытă çынсене çыртмасса кам шантарма пултарĕ?

Килсем тăрăх хаçат-журнал валеçекен почтальонсене тапăннă тĕслĕхсем те тăтăшах пулнă, паян та пур. Акă, Южная, Молодежная урамсенче, «Сельхозтехника» ОАО территорийĕн проходнойĕ çывăхĕнче йытăсем çынсене хăратнисем пулнă. «Мĕнпе вĕсенчен сыхланмаллине хамăр та пĕлместпĕр. Хамлатнине илтсенех чĕре ура тупанĕ патнех çитет. Хуçисене те нумай хутчен асăрхаттарнă, анчах та çак лару-тăру лайăх еннелле улшăнмасть», — терĕ пăшăрханса Марина Чернова почтальонка.

Ирĕкре çÿрекен йытă çынна тапăннăшăн, çыртнăшăн ЧР Саккунĕн 15-мĕш статйипе килĕшÿллĕн айăплă çынна явап (500 тенкĕ штраф) тыттараççĕ. Протоколĕсене вара район администрацийĕн административлă комиссийĕ пăхса тухать.

«Акă, кăçал та çынсене йытă çыртнă тĕслĕх сахалрах пултăр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртрăмăр: тĕл пулусем, калаçусем тата ытти те», — пĕлтерчĕ районти шалти ĕçсен пайĕн участок уполномоченнăйĕ Андрей Марин.

Йытă çыншăн юлташ пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Апла вĕсене кăкарса усрар. Уçăлма урама илсе тухнă чухне те хăвăртан аякка ямалла мар. Инкек сиксе тухсан кăна пуçа ватма пуçлани яваплăхран хăтараймĕ. (Каçал ен районĕ)



06 февраля 2013
12:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter