Чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртĕ

2013 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртет. Олимпиадăна Чăваш республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 9-10-мĕш классенче вĕренкенсем хутшăнĕç.

Пĕлтĕрхи çула илес пулсан  асăннă олимпиадăна пурĕ 160 шкул ачи хутшăннă, çав шутра республика тулашĕнчен - 22 вĕренекен: Тутар Республикинчен –  10, Пушкăрт Республикинчен – 9, Чĕмпĕр облаçĕнчен – 3.

Кăçал олимпиадăна килнĕ ачасем Шупашкарти паллă вырăнсенче, музейсенче пулса курĕç. Педагогика университетĕнчи чăваш филологи факультечĕн студенчĕсем нумай кăсăклă япаласемпе пулăмсем çинчен каласа парĕç шкул вĕренекенĕсене.

Шкул вĕрентекенĕсем валли «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçе çĕнĕ стандартсене тĕпе хурса йĕркелесси» семинар иртĕ. Меслетçĕсем тĕрлĕ çивĕч ыйтăва  хускатĕç, вĕрентекене кирлĕ сĕнÿсем парĕç, вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарĕç. Семинара Вĕренÿ министерствин тĕп специалисчĕсем те хутшăнма палăртнă. Тĕплĕнрех



06 февраля 2013
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter