Каçал Ен районĕ: шкул яланах асра

11 çул шкул сукмакне такăрлатни, кунран-кун пĕлÿ патне ăнтăлни — нихăçан та асран тухма пĕлмен пулăм. Вĕренсе тухса кайсассăн та тăван стенасем, юратнă класс хăйсем патнеллех туртаççĕ. Акă çак кунсенче Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчен тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем шкула тĕл пулăва пуçтарăнчĕç. Чи малтанах выпускниксем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, кам ăçта вĕреннине, ĕçленине каласа пачĕç. 10—11-мĕш классенче вĕренекенсене студент пурнăçĕ çинчен итлеме, вĕренÿ заведенийĕ-сенчи кăткăслăхсем çинчен пĕлме уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Вĕсем аслăрах тусĕсене тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама сĕнчĕç, ытларах çĕнни пĕлме тăрăшрĕç. Унтан выпускниксемпе хăйне евĕр ыйтăм ирттерчĕç. Пĕрремĕш учитель асра мĕнлерех юлнине, 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çанталăк мĕнле тăнине, шкулти чи кăсăклă самантсене тата ыттине те тĕпчерĕç вĕренекенсем. Малалла пуçтарăннисем волейболла выляса тупăшрĕç. Вăйă икĕ ушкăнра иртрĕ, пурĕ 4 команда пултарулăхне кăтартрĕ: учительсем, студентсем, тĕрлĕ классенче вĕренекен хĕрсен тата каччăсен командисем. Хĕрÿ тупăшура икĕ ушкăнра та шкул ачисем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Кунсерен тренировкăсене çÿрени ачасемшĕн усăсăр иртменнине кăтартса пачĕ тĕл пулу. Выпускниксем хăйсене ăс панă учительсене тав сăмахĕ каларĕç, шкул ачисене вĕрентекенсене итлеме, вĕсен кашни сăмахне хаклама сĕнчĕç, учительсем вĕрентсе каланисем пурнăçра питĕ кирлĕ пулнине палăртрĕç.



06 февраля 2013
12:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter