Сталинградшăн чăваш журналисчĕсем те хастар хутшăннă

2013 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра иккĕмĕш тĕнче вăрçин манăçми историйĕнчи пулăма - фашистла Германи çарĕсене Сталинград çывăхĕнче çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине - паллă турĕç.

Сталинградшăн пынă хаяр çапăçусене чăваш журналисчĕсем те хастар хутшăннă. Вĕсене паян ятран асăнни питĕ вырăнлă. Тăшман умĕнче каялла чакман вĕсем.

Бараев Владимир Васильевич. Виçпÿрт Шăмăршă каччи 1934-1941 çулсенче Чăваш радио корреспонденчĕ пулнă, «Чăваш коммуни» /халĕ «Хыпар»/ хаçата çырса тăнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче В.Бараев - Ивановăри пехота училищин курсанчĕ. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче В.Бараев лейтенант взвочĕ Мускав çывăхĕнчи Милоярославецра оборонăра тăнă.

1942 çул вĕçĕнче В.Бараев взводне ыттисемпе пĕрле Сталинграда куçарнă. Букиново станци çывăхĕнче взвод пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Тăшман атакине сирсе янă. 1942 çулхи чÿкĕн 10-мĕшĕнче В.Бараев «Чăваш коммуни» хаçат редакцине çапла çырнă: «Эсир çак çырăва илнĕ çĕре, тен манăн чĕре тапма та пăрахĕ. Анчах та шанăр: манăн юлташсем атакăна çĕкленĕç, тăшмана пуçĕпех çапса аркатĕç. Çĕнтерÿ вăхăчĕ çывăх ĕнтĕ!» Анчах та хастар командир Çĕнтерĕве кĕтсе илеймест: 1942 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче хаяр çапăçура куçне хупать.

Григорьев Анисим Григорьевич. 1931-1941 çулсенче «Канаш», каярахпа «Чăваш коммуни» хаçат редакцийĕнче ялкорсен пайĕн инструкторĕнче, каярахпа ял хуçалăх пайĕн литсотрудникĕнче, 1938-1941 çулсенче ял хуçалăх пайĕн ертÿçинче тăрăшать. Çак должноçран 1941 çулхи утă уйăхĕнче вăрçа тухса каять. 1942 çулхи юпа уйăхĕнче Анисим Григорьев - Сталинград фронтĕнчи стрелоксен 260-мĕш дивизийĕн минометчикĕ. Фашистсене çапса аркатас пирки пĕрре те иккĕленмен вăл. «Эпир çĕнтеретпĕрех», - хыпарлать çемйине янă пĕр çырăвĕнче. Анчах та çакна кĕтсе илеймест: 1942 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Фастов хутăр çывăхĕнчи çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилет.

Ильбеков Николай Филиппович /Илпек Микулайĕ/. Вăрçăччен пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, аслă редакторта ĕçленĕ. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Малтанхи тапхăрта Тăван çĕр-шывăн тĕп хулине тăшмантан хÿтĕленĕ. Фронт çул-йĕрĕ Илпеке Сталинграда çитерет. Атăл çинчи вут-çулăм айĕнчи хулара Чăваш Ен журналистне стрелоксен 244-мĕш дивизин «На разгром врага» хаçат редакторĕ пулма шанаççĕ. Хаçат фронтри лару-тăрăва май килнĕ таран анлăн çутатма тăрăшать. Номертен номере салтаксемпе командирсене тăшманпа хаяррăн çапăçма йыхравлать. Дивизин политпай пуçлăхĕ Философов полковник хаçата акă мĕнле хаклать: «На разгром врага» хаçат - фронтри чи лайăххисенчен пĕри. Вăл çарти малти опыта, массăллă паттăрлăха анлăн сарма тăрăшать, боецсемпе командирсене хавхалантармалли майсем тупать. Хаçат - воинсен яланах кĕтнĕ хăни».

6-мĕш çар командующийĕ 1944 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнчи приказпа Н.Ф.Ильбекова орденпа чыслать. Паллă журналист тата писатель вăрçă вĕçленичченех фронтра пулнă.

Колюшкин Николай Иванович /Николай Чурпай/. Вăрçă умĕнхи çулсенче вăл Чăваш патшалăх кĕнеке издательствинче политлитература пайĕн редакторĕнче, аслă редакторта ĕçлет. Журналистикăри опыт пысăк пулнă унăн.

1941 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче коллектив Чурпая фронта ăсатнă. Чăваш журналисчĕн фронтри çул-йĕрĕ Мускав çывăхĕнче пуçланнă. Унăн взвочĕ нимĕç эшкерĕсене çапса аркатнă чухне çапăçусенче паттăрлăхпа палăрнă. Çакна шута илнĕ командовани: Колюшкин взводне Сталинград фронтне куçарнă. Вăрçă вут-çулăмĕ хыççăн хулара Колюшкин аслă лейтенантăн взвочĕ Тракторсен завочĕн территорине кĕрсе кайнă оккупантсемпе çапăçнă.

Сталинград хыççăн Колюшкин капитан ротăна ертсе пырать, Украинăн пĕр пайне, Беларуçе, Балтика тăрăхне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăнать.

1944 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Литва çĕрĕ çинчи пĕр çапăçура паттăрлăх кăтартса вилет. Колюшкин Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Вилнĕ хыççăн «Тăван çĕр-шывăн вăрçи» орденпа наградăланă.

Григорьев /Ястран/ Максим Григорьевич. Шупашкарти рабфакран вĕренсе тухнă хыççăн «Пионер сассинче» ĕçленĕ. Вăрçăччен «Çамрăк большевик» хаçат, «Хатĕр пул» журнал редакцийĕсенче тăрăшать. Вăрçă пуçлансан - «Чăваш коммуни» хаçатăн ялсене тухса çÿрекен корреспонденчĕ. Унăн пултарулăхĕнчи «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли» рубрикăпа пичетленекен материалсем тĕп вырăн йышăннă.

1942 çул пуçламăшĕнче Ястрана Хĕрлĕ çар ретне илеççĕ. Çурçĕр хĕвел тухăç фронтĕнчи çапăçусене хутшăнать вăл. Каярахпа - Сталинград. 1942 çулхи кĕркунне хаяр çапăçусенчен пĕринче вилмеллех аманать.

Тăшман Сталинградра пысăк çухату тÿсет: ик çĕр куна пынă хаяр çапăçусенче 800 пин ытла çар çынни вилĕм тупать. 2 пине яхăн танк, 10 пин ытла оруди тата миномет, 3 пине яхăн самолет çухатать. Сталинград хыççăн Германи çарĕ текех ура çине тăраймасть, унăн хăвачĕ чакать.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 февраля 2013
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter