Манăçмасть вĕсен паттăрлăхĕ

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Совет çарĕ Сталинград хулишĕн 200 куна яхăн пынă хаяр çапăçусенче çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ. Çавна май Раççейĕн кашни кĕтесĕнчех тата чылай кÿршĕ çĕр-шывра çак уйăх пуçламăшĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.

1942-1943 çулсенче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, пулас маршал В.И.Чуйков ертсе пынă 62-мĕш гварди çарĕн йышĕнче кăна пирĕн республикăран кайнă икĕ пине яхăн салтакпа офицер нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Вĕсенчен чылайăшĕ паттăрлăх кăтартса Атăл хĕрринчи Сталинграда тăшманран хăтарассишĕн пынă йывăр çапăçусенче пуç хунă. Паян чăваш хулисемпе ялĕсенче çитмĕл çул каялла Сталинград патĕнче çапăçнă утмăл çичĕ çын пурăнать.

Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусем пулнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа республикăри чи курăмлă мероприяти Чăваш наци музейĕнче иртрĕ. Унта чылай хулапа районтан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем, интернационалист тивĕçне чыслăн пурнăçланă ветерансем, пулас салтаксем хутшăнчĕç. Çамрăксем вăрçă вăхăтĕнче Атăл хĕрринчи хулана фашистсенчен ирĕке кăларассишĕн çапăçнă, паттăрлăх кăтартнă Куславкка районĕнчи Александр Петров, халĕ Шупашкарта пурăнакан Константин Шевнин, Георгий Ракчеев, медицина сестри Нина Люкшинова каласа панине тимлĕ итлерĕç.

Шупашкарти 36-мĕш вăтам шкулта Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ паллă педагог тата тавра пĕлÿçĕ Владимир Бурмистров пуçарнипе 62-мĕш гварди çарĕн çар мухтавĕн музейне уçнăранпа вăтăр пилĕк çул çитет. Йăлана кĕнĕ тăрăх нарăс пуçламăшĕнче кунта яланах Сталинградшăн пынă çапăçусене хутшăннă ентешсемпе тĕрлĕ вăрçă ветеранĕсем йышлăн килеççĕ. Музейпе паллашнă хыççăн вĕсем çамрăк армеецсемпе тата кадетсемпе тĕл пулчĕç. Аслă вăрçа хутшăннă Александр Рыбаков, Николай Петров, Леонид Петров, 70 çул каялла Сталинград патĕнче паттăрла пуç хунă салтакăн хĕрĕ Галина Марченко, 36-мĕш шкул директорĕ Ольга Кретова, ДОСААФ тата комсомол ветеранĕ Валентин Соловьев, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Владимир Карпов сăмах каларĕç.

Вăрмар районĕнчен тухнă паллă офицерсемпе «Вăрмар ен» ентешлĕх ертÿçисем Леонид Григорьевпа Василий Нягин пуçарнипе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем вырсарни кун Шупашкарти Çар мухтавĕн музейне пуçтарăнчĕç. Кунта чи малтанах Сталинградшăн пынă çапăçусенче хăюлăхпа палăрнă пĕрремĕш ушкăн инвалидне, РСФСР тата Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитора Григорий Моклакова 90 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕç.

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçине халалланă уйăхлăх кунĕсенче кашни хула-районтах спорт ăмăртăвĕ нумай ирттереççĕ. Нарăсăн 2-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче ветерансен хушшинче виçĕ хут тĕнче чемпионĕ пулнă СССР спорт мастерне, Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Александр Андреева асăнса кире пуканĕ йăтакансен турнирĕ иртрĕ. Тăхăр хулапа районтан килнĕ çĕре яхăн атлета район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, 90 çулти ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Каçал тăрăхĕнчи паллă çыравçă Ревокат Моисеев, кире спорчĕн республикăри федерацийĕн ертÿçи, СССР спорт мастерĕ Юрий Карпов, ытти сумлă хăна ăшшăн саламларĕç.

Çак турнира çĕр-шыври ăмăртусенче палăрнă атлетсем хутшăнни илемлетрĕ. Нарăсăн 16-мĕшĕнче вĕсем пурте Елчĕкри «Улăп» спорт керменĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Ю.А.Поповăн Кубокне çĕнсе илессишĕн республикăн уçă турнирĕнче вăй виçĕç. (Петр Сидоров)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 февраля 2013
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter