Елчĕк районĕ: кĕнекесемпе пуянланчĕç

Районти тĕп вулавăша кĕнеке парнелесси йăлана кĕнĕ. Кунта хамăр ентеш-çыравçăсем, сăвăçсем, вулакансем парнеленĕ кĕнекесемпе хаçат-журналсем чылай.

Çак кунсенче библиотекăн кĕнеке çÿлĕкĕсем татах та пуянланчĕç. Хальхинче Чăваш Республикин Социаллă аталану министерствин Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи Ирина Николаевна Аникина 30 экземпляра яхăн хаçат-журнал, Кушкă ялĕнче пурăнакан, вулавăш çумĕнче йĕркеленĕ куç япăх куракансен «Шурă туя» клуб членĕ Александра Михайлова Пыркина 65 экземпляр ача-пăча кĕнекисем, Елчĕк районĕнчи страхлакан компанин «Энергогарант» АУО ертÿçи Александр Владимирович Мальцев 40 ытла кĕнеке парнелерĕç.

Библиотека ĕçченĕсем вĕсене тав сăмахĕпе пĕрле ăнăçусем сунчĕç.



07 февраля 2013
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter