Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри наука ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин наукӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсем тата открытийӗсем кирек хӑш саманара та прогреса хӑват кӳрсе тӑракан вӑй, экономика ӳсӗмне тата патшалӑх хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетмелли никӗс шутӗнче пулнӑ.  Чӑваш Ен наукӑпа техникӑн тата инновацин самаях пысӑк вӑй-хӑвачӗпе усӑ курать. Республикӑра ӑслӑлӑхӑн малта пыракан пӗлӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма, хальхи технологисене производствӑна тата управлени тытӑмне кӗртме ӑнӑҫлӑ майсем йӗркеленеҫҫӗ. Наукӑпа тӗпчев ӗҫӗ-хӗлӗ валли тата ӑслӑлӑх проекчӗсене пурнӑҫлама бюджет укҫи-тенкине ятлӑ-сумлӑ экспертсен хаклавне тӗпе хурса кашни ҫулах конкурс мелӗпе уйӑрса параҫҫӗ.  Ҫамрӑксене ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫ-хӗлне явӑҫтарма, вӗренӗве тата наукӑпа производствӑна пӗрлештерес тӗллевпе «Excelsior» конференци-фестиваль, «Чӑваш Республикин чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахӗ» конкурс, «ҪНТП – Чӑваш Ен» ҫамрӑксен наукӑпа техника пултарулӑхӗн республикӑри фестивалӗ евӗр тӗрлӗ мероприяти ирттересси йӑлана кӗнӗ. 2012  ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енри  62  ҫын «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗ шайӗнче «Пултаруллӑ яш-кӗрӗм» ҫул-йӗр енӗпе талантлӑ ҫамрӑксене хавхалантарма паракан преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.  Патшалӑхӑн тӗллевлӗ политикине пула Чӑваш Ен хӑйӗн наукӑпа техника вӑй-хӑватне упраса хӑварса малалла ӳстерсе пырасса, инноваци производствин аталанӑвне тивӗҫтерессе, наука кадрӗсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑм ӗҫне лайӑхлатасса, ҫакӑ пурте юлашкинчен пирӗн республикӑн тӗнчери конкурентлӑхне вӑйлатма пулӑшать, ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн кашни ӗҫченнех ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу, ҫутӑ шухӑшсемпе пысӑк ҫитӗнӳсем, ырлӑхпа телей сунатӑп!

  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                             М.Игнатьев   



08 февраля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter