Тăвай районĕ: пирĕн хаçата вулаççĕ

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулшăн пынă хаçат-журнал çырăнтармалли кампание пĕтĕмлетнĕ Раççейре.
“Раççей пичечĕ” агентствăн каталогĕ тăрăх, 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулхи çырăнтарупа танлаштарса, Карели республикинче пичет кăларăмĕсене çырăнасси 15 процент ÿснĕ, Смоленск облаçĕнче – 12 процент, Чечен республикинче – 9 процент. Чăваш Енре те ку кăтарту лайăхланнă, 5 процент чухлĕ.
Районта пурăнакан кашни пин çын пуçне хаçат çырăнтарас енĕпе пăрачкавсем мала тухнă. “Пăрачкав хыпарĕсем” хаçата кашни пĕр пин çын пуçне 243 экземпляр çырăнтарнă. Асăннă пичет кăларăмне 3,5 пин экземпляр сарнă, районта 14 пинрен сахалрах çын пурăнать. Хĕрлĕ чутайсем (”Пирĕн пурнăç”), елчĕксем (”Елчĕк ен”), элĕксем (”Пурнăç çулĕпе”) малта пыраççĕ ку енĕпе.
Çырав кăтартăвĕпе Тăвай районĕнче паянхи кун 16137 çын шутланать. “Ял ĕçченĕ” хаçата паян 2589 çемье илсе тăрать. Кашни пин çын пуçне 160 пичет кăларăмĕ лекет. 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулхипе танлаштарсан, пирĕн хаçата 62 кил-йыш ытларах çырăннă.


08 февраля 2013
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter