Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă. Малтанах «Красное Сормово» тулли мар яваплă общество çур акине епле хатĕрленнипе паллашнă. Палăртма кăмăллă: акана агротехника ыйтнă пек вăхăтра ирттерме хуçалăхăн трактор-машина та, вăрлăх та, удобрени те çителĕклĕ. Михаил Васильевич унтан вăтам шкулта пулнă. Модернизаци программипе килĕшӳллĕн шкул столовăйне оборудованипе çĕнетме 1103 пин тенкĕпе усă курнă, инженери класĕпе медицина кабинечĕ валли - 255 пин тенкĕ, информаци, çын пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕн кабинечĕсем валли - 790 пин тенкĕ уйăрнă. Спорт, музыка, ИЗО кабинечĕсене те çĕнетнĕ. Михаил Васильевич инженер пулма ĕмĕтленекен ачасемпе тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ ачасен ыйтăвĕсене хуравланă. Асăннă шкул районти ытти вĕренӳ учрежденийĕшĕн - ырă тĕслĕх. Çитĕнӳре Галина Юлмасова директорпа унăн çумĕсен - Ирина Федоровăн, Ольга Гурьевăн, Анна Никифоровăн тата социаллă педагогăн Мария Кирилловăн - тӳпи пысăк. Район администрацийĕн çуртĕнче канашлу иртрĕ. Администраци пуçлăхĕ Андрей Шестаков районăн 2012 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарнă. ЧР вĕренӳ министрĕн çумĕ Сергей Куд­ряшов шкулсене çĕнĕ автобуссем килессе, учительсен ĕç укçи темиçе тапхăрпа ӳсессе пĕлтернĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чăваш бройлерĕ» АУО директорĕ Вадим Николаев керамика заводне хута ярсан промышленноç та çĕкленессе шанать. Районти кашни ял патне çити çул сарнă, килсерен газ çунать. Паян кашниех çакăн пек девизпа пурăнмалла: «Хамăрăн пурнăçа хамăрах хăтлăлататпăр!»(Валентин Григорьев)

Тĕплĕнрех

 



01 марта 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter