Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа вĕренӳ тытăмĕн ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Вĕсем вĕренӳ тытăмĕн ыйтăвĕсем çинчен калаçу хускатнă. Михаил Игнатьев  нумаях пулмасть Чăваш Республикин Конституцине Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе тата Раççей Федерацийĕн вĕренӳ çинчен калакан саккунĕпе килĕшӳллĕн улшăнусем кĕртни çинчен пĕлтернĕ. Палăртнă ыйту ачасен пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан ашшĕ-амăшĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах та хăшĕ-пĕрисем политикăпа çыхăнтарса ыйтăва çивĕчлетме пăхаççĕ. Сăлтавсăр сас-хура кăлараççĕ. Палăртнă тĕллев - вĕренӳ тытăмне пахалăх енчен лайăхлатасси. «Ку тĕлĕшпе политикăпа ыйтăва пачах çыхăнтарма кирлĕ мар», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăй шухăшне Алена Аршинова. Калаçу вăхăтĕнче Алена Аршинова депутат нарăсăн 28-мĕшĕнче Шупашкарта çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнни çинчен каланă. Паянхи çынсен шухăш–кăмăлĕ ырă еннелле улшăнни çинчен пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



01 марта 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter