95 çул - ватлăх мар

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Савăнăçлă çак самантра артистсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ.

Вăл сцена искусствин асамçисене тав турĕ, театр кун-çулĕнчи чи йывăр тапхăрта та артистсем хăйсем пирки шухăшламасăр куракана савăнтарма, пуласлăха шанма, вĕсен чунĕнче ĕненÿ çуратма ăнтăлнине палăртрĕ. "Чăваш театрĕ, тăван халăх пур чухне, нихăçан та пĕтмĕ, нимĕнле йывăрлăх та артистсене пуç усма памĕ," - терĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ уява парнепе пынă. Вăл театрăн пултарулăх ертÿçине, СССР халăх артистне Валерий Яковлева гастрольсем валли 500 пин тенкĕ уйăрнине ĕнентерекен сертификат пачĕ, Валерий Карповпа Елизавета Хрисанфовăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ" хисеплĕ ятпа чысларĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та халăх юратакан театр ячĕпе ырă сăмахсем каларĕç, пултарулăхра уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç.

Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи драма, М.Шкетан ячĕллĕ Мари наци драма театрĕсен ĕçченĕсем те пирĕнпе пĕрле савăнчĕç, пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçленине ырларĕç, малашне те çакăн пекех туслă пурăнасчĕ терĕç.

ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев Мускавсен саламĕпе паллаштарчĕ: Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Александр Калягин Чăваш академи драма театрне - Раççейри чи ватă театрсенчен пĕрне - малашлăхра тата пысăк ăнăçу суннă.

Республикăри театр коллективĕсем те ĕçтешĕсене саламларĕç, вĕсенчен пур енĕпе те вĕренсе пынине палăртрĕç.

Артистсем хăйсен уявĕн каçĕнче те канаймарĕç: вăл е ку спектакльти сыпăксемпе куракана паллаштарчĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

 Надежда СМИРНОВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 марта 2013
11:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter