Çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтермелле

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юн кун Çĕнĕ Шупашкарти нумай тĕллевлĕ центр ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Вăл хула çыннисене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ кÿрет.

«Уйрăммăн илсен хваттер илес, ачасене ясли-садике вырнаçтарас, пурлăха приватизацилес, çĕр харпăрлăхĕн правине Росреестр органĕнче шута илтерес текенсенчен документсем йышăнать, ытти чылай ыйтăва татса парать, - терĕ центр директорĕ Татьяна Бондарчук. - Кашни кун учреждение вăтамран 120 çын килет. Вĕсене 8 специалист йышăнать».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ клиентсене йышăнмалли йĕркепе кăсăкланчĕ. Пурĕ кунта 20 ĕç пÿлĕмĕ. Хальлĕхе 12-шĕпе усă кураççĕ. Михаил Игнатьев пулăшăва сарма - йышăну пÿлĕмĕсене тухăçлă ĕçлеттерме - ыйтрĕ.

Шалти ĕçсен министерствин Çĕнĕ Шупашкарти пайне çитсе курчĕ. Сергей Павлов пуçлăх право йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе юлашки çулсенче пай пурнăçланă ĕç çинчен каласа пачĕ. Хулари тĕп урамсенче видеокамера вырнаçтарнă, кунти пÿлĕмсенче - компьютерсем. Дежурство сотрудникĕ мониторсене пăхса спутник хулари лару-тăрăва тишкерет, çулсем çинче инкек пулсанах, преступлени тунине асăрхасанах тивĕçлĕ службăсем вырăна тухса каяççĕ. Çĕнĕ Шупашкара тĕп хула енчен çĕрĕ-кунĕпе пырса кĕрекен тата унтан Сĕнтĕрвăрри еннелле çул тытакан транспорта, унăн номерне пĕлсе тăраççĕ. Кирлине çийĕнчех палăртаççĕ. Çапах та хулара видеокамерăсем питĕ çителĕксĕр. «Вĕсен йышне ÿстермелле», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Хула администрацийĕн çуртĕнче канашлу иртрĕ. Унта предприяти-организаци пуçлăхĕсем, медицина, вĕренÿ, культура учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Администраци пуçлăхĕ Александр Сироткин Çĕнĕ Шупашкарăн социаллă пурнăçĕпе экономикин пĕлтĕрхи аталанăвĕ çинчен доклад туса пачĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ырă ĕç нумай пурнăçланине палăртрĕ. Сăмахран, ĕç укçи парăмне 35,9 млн тенкĕлĕх пĕчĕклетнĕ. Организацисенче вăй хуракансен вăтам шалу 17814 тенкĕпе танлашнă. Çуралнисен шучĕ вилнисенчен ытларах. Биологин тасату хатĕрĕсене тĕпрен çĕнетме укçа нумай хывнă.

Докладçă кĕскен администрацин кăçалхи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Республикăн Экономика, Финанс, Сывлăх сыхлавĕн министерствисен представителĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органне социаллă пурнăçпа экономикăри çитменлĕхсене кăтартса пачĕç, пĕтерме сĕнчĕç.

Канашлăва республика Пуçлăхĕ пĕтĕмлетрĕ, чи малтанах администрацирен алкоголь çаврăнăшне тĕплĕн тĕрĕслесе тăма, йĕркене пăхăнманнисене тивĕçлипе явап тыттарма ыйтрĕ. Республика медицина, вĕренÿ, культура ĕçченĕсем производствăна пĕтĕм вăя паччăр, ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне ÿстерччĕр тесе вĕсен ĕç укçине ÿстерме йышăннине, çак тĕллеве пурнăçлассишĕн Чăваш Ен банкран кивçен илессине палăртрĕ. «Эпир иртнĕ çул ача пăхакансен шалăвне пысăклатма шантартăмăр. Хамăр сăмаха çилпе вĕçтермерĕмĕр, - терĕ Михаил Васильевич. - Вĕсен ĕç укçи 2011 çулхинчен вăтамран икĕ хут ÿсрĕ. Лайăх шалу илнипе пĕрлех пур специалистăн та хăйĕн тивĕçне паха пурнăçламалла, кашни тенкĕпе тухăçлă усă курмалла. Эпĕ район-хулара курса çÿренĕ май социаллă пурнăçри, хăш-пĕр чухне вырăнти администраци ĕç-хĕлĕнчи çитменлĕхсене тÿрех асăрхатăп. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхне унăн çумĕсенчен пĕри ыйтусене вăхăтра татса парайманнине темиçе хут пĕлтерсен те оргпĕтĕмлетÿ тумастăр. Кун пек чухне пуçлăха хула депутачĕсен Пухăвĕнче должноçран хăтарас ыйту та тăратма пултараççĕ. Çавăнпа хальхи вăхăтра вăр-вартарах пулмалла. Эпир сирĕнпе пĕлтĕр ача сачĕ ĕçе кĕртрĕмĕр. Хулари кивĕ садик çуртне сутса çĕннине тума 22 млн тенкĕ явăçтарсан тата Çĕнĕ Шупашкара кăçал-килес çул республика хыснинчен кĕмĕл хушса уйăрсан тата темиçе садик туса лартăпăр. Тен, хулара 2015 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕчченех мĕн пур ачана шкул çулне çитичченхи учрежденире вырăнпа тивĕçтерĕпĕр».

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтăва та хуравларĕ. (Ю.Михайлов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 марта 2013
11:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter