Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.  Пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Енре предприятисем хушшинче 2012 çулхи социаллă–экономика кăтартăвĕсем тăрăх ирттернĕ ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсеме Чăваш Республикин  экономика министрĕ  Алексей Табаков тĕплĕн паллаштарнă. Конкурса республикăри 52 предприяти хутшăннă. Ĕç хучĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çакă паллă, пĕрремĕш ушкăра (предприятире 1500 çын е ытларах пулсан) «Шупашкарти электроаппаратсен завочĕ» АХП çĕнтернĕ, 2-мĕш вырăна - «ЭЛАРА» АУП, виççĕмĕш вырăна - «Промтрактор-Вагон» ПХП йышăннă, çакăн пекех лайăх енĕпе «В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» АУПа та ырласа хăварнă. Иккĕмĕш ушкăнри çĕнтерӳçĕсем (предприятисенче 600 çынран пуçласа 1500 çынна çити) «ЭКРА» ООО наукăпа производство предприятийĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш вырăна Шупашкарта сăра туса кăларакан «Букет Чувашии» фирма çĕнсе илнĕ, 3-мĕш вырăна «Автомобиль фургонĕсен комбиначĕ» тата «Çĕмĕрлери специализациленĕ Автомобильсен завочĕ» АУПсем тивĕçнĕ. Виççĕмĕш ушкăн çĕнтерӳçисем (300 çынран пуçласа 600 çынна çити), пĕрремĕш вырăнта «Шупашкарти «Çеçпĕл» АХП» предприяти, 2-мĕш вырăна «Шупашкарти электромеханика завочĕ» АХП тивĕçнĕ, 3-мĕш вырăна никама та паман. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кун пек ăмăртусем ирттерни питĕ усăллă пулнине палăртса хăварнă. Производствăра тимлекенсене тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалану панине палăртса хăварнă. Сăмаха май, ăмăртусен çĕнтерӳçисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх хушшинче ĕç коллективĕсенче чыслама сĕнсе хăварнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйтупа Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн ертӳçи Сергей Димитриев калаçнă, иртнĕ çулăн ĕç кăтартăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Пĕтĕмĕшле илсен, 2012 çулта тĕрлĕ программăна хутшăнса çынсене ĕçпе тивĕçтерессин кăтартăвĕсем курăмлă йĕркеленсе пынине пĕлтернĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен службăра ĕçе вырнаçас текен пиллĕк пине яхăн çын черетре тăрать, çав вăхăтрах республикăри предприятисенче 12 пине яхăн ваканси хăйĕн хуçине кĕтет. Çак предприятисенче вăтам ĕç укçи 12 пин тенкĕпе танлашать. Михаил Игнатьев урăх регионсене ĕçлемме çӳрекенсем пирки пăшăрханнине палăртнă. Сăлтавĕ мĕнре пулнипе кăсăкланнă. Ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Канашлура Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ  Александр Сироткин тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен САВВА компани ушкăнне кĕнĕ пĕр предприятин панкрут процедури ака уйăхĕнче  вĕçленессине палăртнă. Конкурс массин ытларах пайĕ, çав ушкăна кĕрекен панкрута тухнă предприятисем тунă дебитор парăмĕ пулнине кура, ĕç укçи парăмĕ 10% таран çеç татăлĕ.

 

 



11 марта 2013
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter