Элĕк районĕ: нарăсра – çĕнĕ 8 çемье

 

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ кăçалхи нарăс уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ. Вĕсем çакăн пек: иртнĕ уйăхра çут тĕнчене 12 пепке килнĕ (пĕлтĕрхи çак уйăхра 14 ача çуралнă). Сăпкана 9 хĕр пĕрчи кĕрсе выртнă.

Пилĕк çемьере пирвайхи ача кăшкăрса сас панă, 2 çемьере – иккĕмĕшне, çавăн чухлĕ çемьерех виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ачасене ыталаса çупăрланă.

Нарăс уйăхĕнче 25 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă (иртнĕ çулхи февральте – 36 çын).Вăтам пурăнаслăх арçынсен – 65 çул, хĕрарăмсен – 77.

Сакăр çемье чăмăртаннă, ку вăл пĕлтĕрхи февральтинчен пĕр çемье нумайрах. Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕринчен уйрăлни сахалланнине те палăртас килет: пĕлтĕрхи 2 уйăхра кунашкал 5 тĕслĕх пулнăччĕ, кăçал – 2 уйрăлу.



11 марта 2013
12:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter